АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыва пĕчĕкрен юратма вĕрентет

22 февраля 2012 г.

Пĕчĕккисене шкулчченхи пĕлÿ памалли учреждени Энтриялĕнчи вăтам шкул çумĕнче те пур. Вăл 2009 çултанпа ĕçлет. Зоя Александрова воспитатель кунта "От рождения до школы" программăпа ушкăн уçăлнăранпах тăрăшать. Программăри методика кăтартăвĕсене тĕпе хурса занятисем ирттерет. Пĕчĕккисем Зоя Кузьминичнăна юратаççĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ çывхарнă май воспитатель çарпа патриотизм темипе мероприяти йĕркелерĕ. Салтак тивĕçĕ, çĕршыва тăшманран хÿтĕлесе вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсем çинчен каласа кăтартрĕ. Ун хыççăн ачасем "Раççей ялавĕ" темăпа ÿкерчĕксем ÿкерчĕç.

Ачасем садика кăмăлласах çÿреççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене кунта яланах ăшшăн кĕтсе илекен çынсем пур.

Е.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика