22 февраля 2012 г.
Сыснасен африка чуми уйрăмах хăрушă чир. Ку вирус çынна сиен кÿмест пулин те фермăна лексен пĕтĕм пуçа тĕп тума тивет. Çавăнпа халĕ хăш-пĕр регион агропромышленноçĕ пысăк тăкак тÿсет.
Чир питĕ хăвăрт сарăлать, мĕншĕн тесен унпа кĕрешмелли эмел шутласа кăларман-ха. Профилактика тĕлĕшĕпе те вакцина çук.
Çакна шута илсе Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕ тимлĕхе çухатмасть, чире республикăна кĕртес мар тесе ятарлă планпа ĕçлет. Кунсăр пуçне специалистсем, сыхлăх мерисене вăйлатнă май, рейдсем ирттереççĕ, сысна ĕрчетекен хуçалăхсене те тĕрĕслесех тăраççĕ. Пĕлтĕр, управлени специалисчĕсем республикăри 204 хуçалăха тĕпченĕ. Ветеринарипе санитари правилисене пăснă 90 тĕслĕх çиеле тухнă. Администраци йĕркине пăснăшăн юридици сăпатĕнчи – 7, должноçри – 64, уйрăм 2 çын, 16 предприниматель тĕлĕшпе протокол çырнă. Сысна ĕрчетекен пĕр хуçалăх ĕç-хĕлне "хупă режимпа" ĕçлеменшĕн чарса лартнă.
Сыснасен африка чумине Раççейри çар чаçĕнче е ĕçлесе юсанмалли колонисенче тупса палăртнине кура управлени специалисчĕсем Федерацин айăплава пурнăçлакан службин (асăннă тытăмăн прокуратура органĕсемпе пĕрле) сысна тытакан 7 хуçалăхĕнче тĕрĕслевсем йĕркеленĕ. Республика территорийĕнче вырнаçнă çар чаçĕн хуçалăхĕнче те пулнă. Асăннă службăн 3 хуçалăхĕ тĕлĕшпе çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени хатĕрленĕ.
Шар кăтартакан амак пирĕн тăрăха çитмĕ тесе шухăшлатпăр-ши; Ветеринарипе санитари правилисене пăхăнманни сыснасене пусса тирпейлекен предприятисенче (кунашкалли республикăра 28, саккăрăшне тĕрĕсленĕ) те, продукцие сутнă вырăнсенче (43 вырăна тĕрĕсленĕ) те палăрнă. Тĕрĕслевсене Чăваш Ен прокуратурин органĕсем те хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ кăлтăкшăн 97 пин тенкĕлĕх штраф хывнă, пĕтĕмпе 39 протокол çырнă.
Управлени специалисчĕсем ку енĕпе аппаланакан хуçалăхсем "хупă режимпа" ĕçлеме пуçланине сăнаса-пăхса тăраççĕ. 2011 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри сысна ĕрчетекен хуçалăхсенчен 89,6 проценчĕ "хупă режимпа" ĕçлеме тытăннă та.
Управлени ĕçченĕсем çынсен хуçалăхĕнчине (пĕлтĕр 448 проба илнĕ) кăна мар, ирĕклĕн çÿрекен хир сыснисенчен (64) проба илсе чир çуккине тĕпчеççĕ. Ку таранччен иккĕленÿ çуратакан тĕслĕхсем пулман.
Хуçалăхсенче нумай чухне дезбарьерсем (дезинфекци ваннăйĕсем е ытти хатĕрсем) вырнаçтарманни, ятарлă карта тытманни, санпропускниксем (çăвăнмалли пÿлĕм) янтăламанни, хурал çукки тĕл пулнă. Çавна май темиçе пуçлăха административлă явап тыттарнă.
Сыхлăх мерисем пирки тепĕр хут аса илтерни пăсмĕ тесе шухăшлатăп:
– сысна самăртакан хуçалăхсен хупă режимпа ĕçлемелле, уйрăм çынсен сыснисене картаран, кил хушшинчен ниçта та кăлармалла мар тата нăрик-нăриксене 70 градус таран вĕрилентернĕ апат кăна памалла;
– сыснасен сывлăхне пĕрмаях тĕрĕслени питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсене сиен кÿме пултаракан хуртсенчен тата кăпшанкăран хăтăлмаллах;
– чир-чĕр тухас пулсан ăна тĕп тума техника хатĕрĕсем хатĕрлесе хума тăрăшмалла тата хуçалăхсенче ятарласа хатĕрленĕ кадрсем пулсан та аван;
– ытти регионсенчен тавар турттарассипе аппаланакан автомобиль тата чукун çул станцийĕсенче, юхан шыв порчĕсенче апат-çимĕç юлашкийĕсене пуçтарассине тата утилизацилессине йĕркелемелле;
– САЧ тĕлĕшпе ăнăçсăр шутланакан регионсенчен выльăх, апат, усă курнă техника хатĕрĕсене илсе килме юрамасть.
Килти сыснасем тата хир сыснисем çак чире хăвăрт сисеççĕ. Чирлĕ чĕр чун кăна мар, Ornithoborus йышне кĕрекен сăвăссем те çак амака сараççĕ. Çак сăлтава пулах Сардини (Итали) утравне тата Кипра хальхи вăхăтра пĕр пуç сысна та кĕртмеççĕ, мĕншĕн тесен унти сăвăссем тÿрех чире яраççĕ. Асăннă вырăнсенче çĕр çул каяллах САЧ шар кăтартнă.
Юлашки çулсенче Европăра чир 2007 çулта Грузирен тухнă тесе шутлаççĕ специалистсем. Унта икĕ çул хушшинче витĕмлĕ ветеринари служби пулманран 65 пин пуç пĕтнĕ. Мур хăвăртах Çурçĕр Осетие, Алание, Карачай-Черкесие, Чечен Республикине, Дагестана, Кабарда-Балкарие куçнă. Çак регионсенче сысна ĕрчетесси вăйлă аталанман, анчах та хир сысни нумай. Вĕсем вара чикĕ мĕнне чухламаççĕ.
2011 çулта Раççейри 16 субъектра чир тĕлĕшĕнчен ăнăçсăр 60 вырăн палăрнă. Пирĕн çĕршывра 2007 çултан пуçласа 2011 çулччен 202 çĕрте чир алхаснă.
Сăмах май, чир тухас пулсан чĕр чун виллисене васкавлăн тĕп тума Чăваш Енре 272 ятарлă вырăн уйăрнă. Ветеринари препарачĕсен тата дезинфекци япалисен фондне туса хунă. Хальхи вăхăтра запасра дезинфекци хатĕрĕсем 14,08 тонна, акарицидсем 125 литр пур.
Чире пирĕн тăрăха кĕртесрен сыхланса управлени ĕçченĕсем пĕлтĕр чукун çулпа килекен 1597 парти выльăх апатне е хутăша тĕрĕсленĕ. 3 партие (204 тонна) чарса тăратма сăлтав тупăннă.
Грузсене Чукун çул транспорчĕпе турттармалли правилăсене пăснăшăн должноçри 2 çынна административлă майпа явап тыттарнă.
Полици ĕçченĕсемпе пĕрле 1108 транспорта тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă 178 тĕслĕхе шута илнĕ. Турттарассин правилисене пăснă 161 çынна 89,3 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин учрежденийĕсем эпизоотие хирĕçле мероприятисен планĕсене мĕнле пурнăçланине тата вĕсенче биопрепаратсен, дезинфекци хатĕрĕсен запасĕ пуррине тĕпченĕ май 1 учреждение, должноçри 5 çынна 23 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Патшалăхăн аслă инспекторĕ
Михаил Кошкин.