АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-хакăлпа чунлăх – çын пур енĕпе те килĕшÿллĕ пулни

22 февраля 2012 г.

Женя Гурьевна хими предметне юратса, тăрăшса вĕрентет. Вăл ăс панă ачасем тĕрлĕ çулта темиçе хут та районти хими олимпиадисенче 1, 2, 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Кашни çулах патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытакан ачасем хими предметне суйлаççĕ, "5" паллăсем илеççĕ. Хими предметне пурнăç çулĕ çине тухма суйласа илнĕ вĕренекенсен шучĕ теçеткерен те иртнĕ. "Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ" паллă, тĕрлĕ грамота учителĕн ĕçне пысăка хурса хакланине кăтартаççĕ.

Женя Гурьевна Павлова 1952 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралнă. 1959 çулта вăл тăван ялти шкулăн 1-мĕш класне кайнă. Тăрăшуллă та пуçаруллă вĕренекен пулнă, шкулти пур ĕçре те малтисен ретĕнче пынă. Çавна кура ăна 6-мĕш класра Пĕтĕм Союзри пионерсен лагерьне - "Артека" кайма путевка панă. Кунтан вăл хавхаланса, çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа таврăннă.

1969 çулта ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Шупашкара Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Химипе биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 1974 çулта диплом илнĕ хыççăн çамрăк хĕр Вăтакас Кипечри вăтам шкулта пĕр çул учительте ĕçленĕ.

1975 çултанпа Женя Гурьевна Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче вăй хурать. Пултарулăхне кура ăна 1983 çулта директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шаннă. Вăл ĕçленĕ çулсенче шкултан 10 ача ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухнă.

Женя Гурьевнăна унпа пĕрле ĕçлекен педагогсем, ял-йыш хисеплеççĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, пысăк телей сунаççĕ. Ун çинчен мĕн калама пултаратăр тесен çакăн пек шухăшсем пĕлтерчĕç: "Нихăçан та сассине хăпартмасть вăл, вăрçса-хăртса тăкнине курман, çынна кÿрентермен", "Урокра лăпкăн, кăмăллăн калаçать, лайăх ăнлантарать, сывламасăр тенĕ пек итлесе лараттăмăр", "Çак çап-çамрăк та чипер хĕр класа пырса кĕни халь те куç умĕнче", "Пăхатăп та ун çине тĕлĕнетĕп, çав-çавах çамрăк та илемлĕ, вăхăт ăна тĕкĕнме хăяймасть пулмалла"…

38 çул хушши ачасене вĕрентес ĕçре вăй хуракан çын çинчен тата нумай-нумай ăшă сăмах калама пулать. Женя Гурьевна хисеплĕ вĕрентекен çеç мар, вăл лайăх мăшăр та, юратакан анне те, ĕçчен çын та. Сад пахчинче улми-çырли тĕрлĕрен, чечекĕсем куçа илĕртеççĕ, пахча çимĕçĕ çын ăмсанмалла. Вĕсемпе кашни килекене хăналама тăрăшать, сĕтел çине апат лартмасăр кăларса ямасть.

Ывăлĕпе хĕрĕ куç тулли,

Юратнă мăшăр чун валли,

Тăван амăшĕ çумра пурри,

Ял-йыш хисепĕ - телей мар-и.

Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕн

учительсен коллективĕ.

Ятарлă пĕлÿ кирлĕ

Вăрмар район çыннин çăхавне илсенех Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем çийĕнчех вырăна çитнĕ. Хĕрарăм шкулăн кивĕ çуртĕнче вырнаçнă ветеринари аптекипе (вăл унта сысна çури валли эмел туяннă) кăмăлсăр пулнине палăртнă. Сăлтавсăр мар иккен.

Предпринимателе вăхăтĕнче асăннă управлени фармацевтика ĕç-хĕлне пуçарма ирĕк паракан лицензи панă. Ку документ тăрăх усламçă чĕр чунсен эмелĕсене Канаш хулинче тата Йĕпреç поселокĕнче ваккăн сутма пултарнă. Анчах та вăл Вăрмар районĕнче те ку ĕçпе аппаланнă. Çакă вара лицензи требованийĕсене тата условийĕсене тÿрремĕнех пăсни.

П.Владимиров (хушаматне улăштарнă) тĕлĕшпе Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ РФ КоАП-ĕн 14.1 статйин 3 пайĕпе административлă ĕç пуçарнă.

Ăна нумаях пулмасть Чăваш Республикин Арбитраж сучĕ пăхса тухнă. Управлени требованийĕсене вăйра хăварса усламçа виçĕ пинлĕх штрафланă.

Сăмах май, патшалăх ветеринари надзорĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Оксана Викторова çирĕплетнĕ тăрăх, управлени специалисчĕсем ветеринари аптекисен ĕç-хĕлне тĕрĕслесех тăраççĕ. Пĕлтĕр кăна прокуратура органĕсемпе пĕрле 21 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Çынсен çăхавĕ тăрăх 4 тĕрĕслев ирттернĕ. Лицензиллĕ 11 çынран 9-шĕ йĕркене пăснине палăртнă: эмелсене упрама кирлĕ температура тата çутă режимне пăхăнман, кунашкал паха тавара ятарлă пĕлÿсĕр тата сертификатсăр сутнă тĕслĕхсем те пулнă. Юлашки тĕслĕхре лицензире кăтартман адреспа услам тунă.

Н. Васильева

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика