АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ пăрăнăç парнеленĕ "çимĕç"

22 февраля 2012 г.

Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательстви пирĕн ентешĕн Виталий Енĕш çыравçăн калавĕпе повеçĕсен "Суйласа илнисем" пуххине пичетлесе кăларчĕ.

Вулавçăсем унăн "Çĕр тĕрекĕ" (1972), "Саваламан сак çине" (1972), "Вăтăр пĕрремĕш мăкăль" (1976), "Асаннĕр пур-и;" (1979), "Пĕçерккĕ" (1980), "Чи маттурри Урине" (1984) кĕнекисене вуласа киленнĕ. Вĕсенчен чылайăшне ытти чĕлхене те куçарнă.

Çыравçă шÿт меслечĕсене алла илсе сатирăпа юмор лаççинче вăй хурать. Ку енĕпе ăна пысăк тавра курăмĕ, çын психологине лайăх ăнланни, шахвăртса тата юлташла тăрăхласа илме хевте çитерни тата ытти те пулăшаççĕ.

Виталий Григорьевич куçару ĕçĕнче те палăрнă, çав шутра Библин пĕтĕм кĕнекисене чăвашла куçарас ĕçе те хутшăннă. Христос Вилĕмрен чĕрĕлсе тăнин ячĕпе лартнă чиркÿре пĕр хушă алтарь ĕçĕнче, старостăра вăй хунă. Шупашкарти тĕн училищинче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ.

Пурнăç – темĕн тĕрлĕ пăрăнăç. Çак кашни сукмакпа утса курни, кун-çулăн "парнийĕсене" (лайăххинчен ытларах начаррине) йышăнса чăтса ирттерме пултарни писатель ĕçне пуянлатнă, тарăнлатнă. Çавăнпа Виталий Енĕшĕн кĕнекисене вулама кăсăклă та.

Çĕнĕ кĕнекене "Икĕ çын хушшинчи пурнăç", "Ылтăн хырăм", "Касрăм-касрăм пĕрене", "Пурăнас кунсем тăрса юлаççĕ", "Пурçăн йăлмак" повеçсем, "Ма çуратмарăн, ма çуратрăн;" калав кĕнĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика