22 февраля 2012 г.
Нарăс уйăхĕн шăмат кунхи шартлама сивĕ каçĕ яш-кĕрĕме, ватта-вĕтте, хăна-вĕрлене ялти культура çуртне пуçтарчĕ – Янкăлч вăтам шкулĕнчен тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисем валли тĕл пулу каçĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ кунта.
Залра – лăк тулли халăх. Тăнăçлăхпа ăш пиллĕхе шанчăклă сыхлакан шкул Хĕртсурчĕ - (11-мĕш класра вĕренекен А.Петров) уяв кĕрекинче хăйĕн икĕ мăнукĕпе.
– Çĕр вăтăр пĕрти шур сухаллă ватă эпĕ, сире пурне те пĕлетĕп, паллатăп. Уяв ячĕпе чĕререн саламлатăп, ырă ĕçсем тума пехиллетĕп, – терĕ вăл пуçтарăннисене ырă сунса, малашне те пĕрле пулма шантарса.
Уяв пуçланчĕ. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă юратнă вĕрентекенĕсене ĕнерхи шкул ачисем чечек çыххисем парнелерĕç. Ăшă савăк кулă питре хĕвел пек çиçрĕ. Кăмăла çĕклекен тĕл пулу саманчĕсем çил вылявне аса илтерчĕç. Саламлă сăмахсем чун хĕлĕхне хускатса янăрарĕç та янăрарĕç.
Чи малтанах шкул директорĕ С.Васильева пуçтарăннисене уява килсе çитнĕ сумлă хăнасемпе паллаштарчĕ (Мускавран та, Шупашкартан та чылайччĕ вĕсем). Шкул пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕрлĕ видеоклип уçăмлăн çутатрĕ. Кадет класĕ хăйĕн пултарулăх шайне, чăн-чăн салтакăн, çĕршыв хÿтĕлевçин мĕнле пулмаллине тĕрлĕ майпа, çавăн пекех кĕрешсе те кăтартса пачĕ. Çак самант кашнин чун-чĕринче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ – пирĕн пуласлăх шанчăклă алăра!
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уявра нумай ăшă сăмах каларĕ.
– Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн курăмлă çитĕнÿсем тунă çамрăксем кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен стипенди илсе тăрĕç. Сирĕн шкултан вĕсем улттăн: А.Михайлов, У.Михайлова, Е.Матвеева, А.Петров, Н. Иванов, В.Осипов. Маттур эсир, яшсемпе хĕрсем. Эсир тунă çитĕнÿсенче вĕрентекенсен тÿпи пысăк. Малашне те малти ретре пулăр, – палăртрĕ Владислав Васильевич. Çавăн пекех республикăра йĕркелесе ирттернĕ олимпиадăсенче мала тухнисене те – 8-мĕш класра вĕренекен Надежда Руссковăна, 11-мĕш класра вĕренекен Влад Васильева, Андрей Петрова ăшшăн саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ.
Раççей Геройĕ, авиацин саппасри генерал-лейтенанчĕ Н.Гаврилов та уяв каçĕнче пулчĕ, шкулта вĕреннĕ самантсене, юратнă вĕрентекенĕсене ăшшăн аса илчĕ, шкул вулавăшне кĕнекесем парнелерĕ.
Тухса калаçакансем чылаййăн пулчĕç: районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ В.Петров, Янкăлч шкулне "ылтăн" медальпе вĕренсе тухнă Н.Павлова, халăха вĕрентес ĕçре ырми-канми тăрăшнă нимĕç чĕлхи учителĕ В.Алексеев...
Уяв концертне 10-мĕш класра вĕренекен А.Петровпа А.Коняшкина ăста ертсе пычĕç. Сăвă-юрă, шÿт-кулă, ташă куракансен чун-чĕрисене чăннипех тыткăнларĕ. Тĕл пулу каçне пуçтарăннисене В.Христофоров юрăç чăваш юррисем парнелерĕ.
Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ.
Е.ВАСИЛЬЕВА.