АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвă вуласа ăмăртрĕç

22 февраля 2012 г.

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çеçпĕлти вăтам шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсем уроксем хыççăн пурте актовăй зала пуçтарăнчĕç. Пирĕн шкулта интереслĕ те усăллă класс тулашĕнчи уявсем час-часах иртеççĕ. Хальхинче ачасем патриотла воспитани тата спортпа туслă ачасен конкурс уйăхлăхне хутшăнчĕç. Вĕсем унта илемлĕ плакатсем, ÿкерчĕксем тăратрĕç, сăвă вуласа ăмăртрĕç.

Сăвă вулакансен конкурсĕнче тарăн шухăшлă сăвва илемлĕ вуласа пĕрремĕш вырăна иккĕмĕш класра вĕренекен Александр Сергеев мала тухрĕ, Сергей Елизаров (1-мĕш класс) иккĕмĕш пулчĕ, Никита Павловпа (3-мĕш класс) Никита Фадеев (2-мĕш класс) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Ачасене хавхалантарса пурте тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Конкурс "Яланах пултăр хĕвел" юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ.

Т.ЗАХАРОВА,

вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика