АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортсмен та, çар çынни те

22 февраля 2012 г.

В.Андреевăн пĕчĕк тăван çĕршывĕ – Матьшÿ. Мĕн пĕчĕкрен йĕлтĕрпе чупма, сикме юратнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн пултаруллă яша Горький (халĕ Чулхула) хулинчи физкультурăпа спорт интернатне янă. Кунта вăл трамплин çинчен сикес ăсталăха алла илнĕ. Интернатран ăнăçлă вĕренсе тухсан Володя Питĕрти физкультурăн çар институчĕн курсанчĕ пулса тăнă. 1984 çулта Хусанти патшалăх университетĕнче юридици пĕлĕвĕ илнĕ. Тренерсен аслă шкулĕнче вĕреннĕ.

Ленинград çар округĕнче, армин тĕп çар клубĕнче (ЦСКА), стратеги пĕлтерĕшлĕ ракетăсен çарĕсен спорт шкулĕнче службăра тăнă, подполковника çити ÿснĕ. Владимир Ильич Японири Нагано хулинче иртĕн хĕллехи Олимпиадăна хутшăннă. Тĕнчипе паллă совет спортсменĕсемпе туслашнă. Сăмахран, чаплă йĕлтĕрçĕсемпе Лариса Нагейкинăпа, Лариса Лазутинăпа тата ыттисемпе те.

Саппасри подполковник В.Андреев тăтăшах тăван тăрăхра пулать. Çеçпĕл вăтам шкулĕн коллективĕшĕн вăл – чи хаклă кĕтнĕ хăна. Владимир Ильич тĕнчипе чапа тухнă спортсменсем çинчен каласа панине ачасем сывламасăр тенĕ пек итлеççĕ.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика