22 февраля 2012 г.
1987 çулта Чăваш АССРĕн халăх депутачĕсен Канашĕн районти исполкомĕн шалти ĕçсен пайне туса хунă. 2011 çулта шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем аттестаци витĕр тухрĕç. Пĕлтĕр çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн Канаш районĕнчи пайне йĕркеленĕ. Ăна полицин подполковникĕ Анатолий Васильевич Левый ертсе пырать.
Çак çулсем хушшинче районта тăрăшуллă тата пултаруллă ĕç коллективĕ чăмăртаннă. Пирĕн сотрудниксем лăпкă мар криминаллă лару-тăрура йĕрке хуралĕнче пысăк çитĕнÿсене тивĕçнине те палăртса хăварма пулать.
Çĕнĕлĕхсем вăя кĕнĕ хыççăн сотрудниксен йышне 35 процент чухлĕ чакарчĕç. Анчах та йывăрлăхсене пăхмасăр полици ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Районта преступленисен шучĕ чакни çакна тÿрремĕнех çирĕплетет.
Полици сотрудникĕсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пыраççĕ, республикăра тата районта ирттерекен массăллă спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнса лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ.
Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн районти пайĕ тата сотрудник хĕрарăмсем шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсене, пĕтĕм личнăй состава Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей тата çитĕнÿсем сунаççĕ.
А.МАЛОВ,
начальник пулăшуçи.