22 февраля 2012 г.
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче ветеринари специалисчĕсен пухăвĕ иртнĕ. Ăна ветеринари службин пуçлăхĕ А.Степанов уçнă, вăлах ертсе пынă.
Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г. Петров район иртнĕ çулта мĕнле ĕçленипе, кăçал тумалли ĕçсемпе паллаштарнă. Ветеринари службин пуçлăхĕн çумĕ Н.Андреева пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă, кăçалхи задачăсем çинчен пĕлтернĕ. Станцин тĕп бухгалтерĕ С.Тарасова финанспа çыхăннă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. А.Степанов тĕп ветврач выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин администрацийĕпе ĕç коллективĕн канашĕ тунă килĕшĕве мĕнле пурнăçласа тăни çинчен каласа панă.
Уçырмари, Ямашри тата Асхвари ветеринари участокĕсене тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, эпизоотиллĕ чирсемпе кĕрешес тата ветеринарипе санитари ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхпа туса пынăшăн, иртнĕ çулхи çитĕнÿсемшĕн Хисеп хучĕ тата парне парса хавхалантарнă.
Пуху вĕçĕнче арçынсене Çĕршыв сыхлавçин кунĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, çемьере тата ĕçре ăнăçу суннă, хăйĕн сăмахĕсене парнесемпе çирĕплетнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.