22 февраля 2012 г.
Нарăсăн 13-18-мĕшĕсенче Чăваш Енре пĕрлехи информаци кунĕсем иртнĕ. Вĕсен темисем – Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне хатĕрленнĕ тата ирттернĕ чухне патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче тăракан тĕллевсем, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пурнăçлакан ĕç çинчен пĕтĕмлетÿ туни". Информаци ушкăнĕсем ултă кун пĕчĕк тата инçетри ялсенче пулнă, халăхпа, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем ирттернĕ, республикăра пурăнакансен çивĕч ыйтăвĕсене хуравланă. Пĕрлехи информкунсенче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Раççей Геройĕ, авиацин саппасри генерал-лейтенанчĕ Н.Гаврилов Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче Янкăлч ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулу ирттернĕ. Вăл калаçу евĕрлĕ пулнă. Николай Федорович авиацири, Афганистанри служба çулĕсене аса илнĕ. Итлесе ларакансене тем те интереслентернĕ. Уйрăмах хăнана Антарктидăна вĕçсе кайнисем çинчен тĕп-лĕнрех каласа пама тивнĕ. Вĕçевсенчен пĕринче хăрушă лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Н.Гаврилов çухалса кайман, экипажа çăлса хăварма пултарнă. Çĕр çине анса ларсан вăл пит тăрăх йăрлатса аннă вĕри куççульне вăрттăн шăлса илнĕ те вертолетне чуп тунă. Çак самант фотоаппарат объективне лекнĕ. Сăн ÿкерчĕке Мускаври фотокурав залĕсенчен пĕринче вырнаçтарнă. Паттăр ентеш пурнăçĕнчи нихăçан манăçми ытти пулăмсене те аса илнĕ.
Раççей Геройĕн аса илĕвĕсене итлесе киленнĕ хыççăн ветерансем сăмах илнĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Канаш" колхозра нумай çул тĕп зоотехникра тăрăшнă Г.Николаев, Вăтакас Татмăш шкулĕн коллективне ертсе пынă Р.Архипова тата ыттисем утса тухнă çулĕсемпе паллаштарнă.
Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ К.Никоноров, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев килнĕ. Чăваш тата Тутар Республикисен тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Христофоров ертсе пыракан "Янра, юрă!" ансамбль концерт лартса панă.
Нарăсăн 15-мĕшĕнче пирĕн паттăр генерала Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн актовăй залĕнче районăн ĕçри хастарлăхĕпе палăрнă çыннисем кĕтсе илнĕ. Николай Федорович пĕрле килнисемпе паллаштарнă. Вĕсем – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн гендиректорĕ В.Иванов, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, "Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи суд экспертизин лабораторийĕ" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.Морозов.
Н.Гаврилов çĕршыва ертсе пыракансемпе, В.Баранов генералпа тĕл пулнине, хăй вĕçнĕ МИ–24 çар вертолечĕн монумент палăкне уçнине ÿкернĕ видеоклипсене кăтартнă. Ветерансене Раççей Паттăрĕ хăйсемпе ăшшăн калаçни çав тери килĕшнĕ. Интереслĕ калаçушăн ăна чĕререн тав туса, унăн амăшне Мария Мироновнăна 78 çул тултарнă ятпа саламланă. Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Бабанов Сиккасси ялĕ çинчен çырнă кĕнекине Н.Гаврилова парнеленĕ. Çĕнĕ Ахпÿртрен килнĕ Г.Белов районти ветерансен ячĕпе сăмах каланă.
Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Иванов саламланă. Шупашкартан килнĕ "Янра, юрă!" ансабль илемлĕ чăваш юррисемпе пухăннисен кăмăлне çĕкленĕ.
Çав кунах Н.Гаврилов Канашри культура керменĕнче воин-интернационалистсене асăнмалли куна халалласа йĕркеленĕ мероприятие хутшăннă. Геройпа тĕл пулма Афганистанри, Чечняри событисене хутшăннисем, студентсем, хулан çамрăк активĕ, аслă классенче вĕренекенсем килнĕ. Пуриншĕн те паттăр ентеше çывăхран курасси интереслĕ пулнă. Николай Федорович Афганистанра 1979-1987 çулсенче службăра тăнă. Çар вертолетне командовани заданийĕсене пурнăçлама тÿпене 2000 яхăн хут çĕкленĕ. Ятарлă задание пурнăçланă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2002 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе ăна Раççей Федерацийĕн Геройĕн ятне панă.
Залра ларакансем Н.Гавриловăн аса илĕвĕсене сывламасăр тенĕ пек итленĕ, вăл илсе килнĕ видеоклипсене пысăк интереспе пăхнă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Никоноров пысăк хăнана тăван ене килме вăхăт тупнăшăн, интереслĕ калаçушăн тав туса хăйĕн репертуарĕнчи, чăвашра анлă сарăлнă "Эпир кунта хăнара" юрра парнеленĕ. "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн çитĕнĕвĕсем, вăл мĕнле аталанса пыни çинчен унăн директорĕ А.Тен каласа панă. Тыл ĕçченĕ, РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ П.Иванов вăрçă, ун хыççăнхи йывăр çулсене, çар службинче тăнă вăхăта аса илнĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.Введенская поэтесса воин-афганецсене халалланă сăввине чуна хускатса вуласа панă. Аслă ăрури çынсене çамрăксен ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ, 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен О.Федотова ăшă та ырă сăмахсем каланă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников ватăсен ушкăнне "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ĕнентерÿ хучĕсем панă.
Тĕл пулу каçне малалла салтак юррисен фестивалĕ тăснă. Ăна хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, афган вăрçин ветеранĕ В.Вишневский уçнă. Вăрçа хулапа районăн 430 çамрăкĕ хутшăннă. 18-шĕ çапăçу хирĕнче пуçне хунă. 35 воин-интернационалист Афганистанра вилнисене асăнса чиркÿре кĕл тунă çĕре хутшăннă, вĕсен ячĕпе çĕкленĕ монумент умне чечек çыххисем хунă, хурлăхлă митинг ирттернĕ, тавра пĕлÿ музейĕнче йĕркеленĕ "Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асăнса" куравпа паллашнă. В.Вишневский, Афганистан ветеранĕсене обществăлла пĕрлĕхĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев тата республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннă воин-интернационалистсене тав туса кăкăрĕсем çине медаль çакса янă.
Чылайччен аслă залра Тăван çĕршыв салтакĕсене, вĕсене паттăрлăхне халалланă юрăсем янăранă.
В.АЧЧА.