АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăх иксĕлми пултăр

17 февраля 2012 г.

"Камăн талант пур, вăл нихăçан та çынна ăмсанмасть", – çапла каланăччĕ пĕр пултаруллă çыравçă. Пурнăçра эпĕ чăннипех те никама та ăмсанмастăп, анчах та çак хĕрарăма илемлĕ те çепĕç чĕлхеллĕ, ĕçлĕ, чăн-чăн чăваш чунĕллĕ, пултаруллă пулнишĕн, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарнишĕн никамран та ытла хаклатăп, хисеплетĕп. С.Васильева çирĕм çул ытла химипе биологи предмечĕсене вĕрентет. Юлашки виçĕ çул Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче директор пулса тăрăшать. Светлана Станиславовна хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен чăн-чăн ăста, пултарулăхĕпе пур енлĕ аталаннă педагог. Çут çанталăкăн асамлă вăйĕ ăна вĕрентекен пулма хĕлхем панă. С.Васильеван чун хавалĕ, таланчĕ пур çĕрте те çăл куç пек тапса тăрать.

– Светлана Станиславовна, эсир вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ-и;

– Манăн мĕн пĕчĕкрен геолог пулас килетчĕ. Эпĕ ял хĕрачи (Красноармейски районне кĕрекен Шывпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ), çавăнпа та ăçта вĕренме каймалли пирки иккĕленсе шутланă. Çитĕннĕ май заводсенче хими енĕпе ĕçлес туртăм çуралчĕ. Хими предметне юратни мана учитель пулма хистерĕ. Шкул хыççăн тÿрех Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне вĕренме кĕтĕм. Ун хыççăн – шкула. Хам суйласа илнĕ профессипе мăнаçланатăп. Шкул, ачасем – пĕтĕмпех пурнăçри ĕмĕт-тĕллевпе, кулленхи ĕçĕм-хĕлĕмпе тачă çыхăннă. Эпĕ вĕсемсĕр пурăнма та пултараймастăп.

– Чăн-чăн педагог пулма мĕн кирлине каласамăр.

– Çине тăни тата предмета юратни. Вăтам вĕрентÿçĕ çеç пулсан ачасене предмета юратма вĕрентейместĕн. Çав тери пуçаруллă та хастар пулмалла.

– Хăвăра телейлĕ тесе шутлатăр-и; Телей сăмаха епле ăнланатăр;

– Эпĕ чăннипех те телейлĕ – ку пушă сăмах мар. Манăн питĕ маттур ачасем. Ку вара кирек мĕнле аннешĕн те чи хакли. Шел, пурин те ку ĕмĕт пурнăçа кĕреймест-çке. Мана вара çÿлти вăй пулăшса пырать. Аслисем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ: Людмила хĕрĕм Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Андрей ывăлăм – Питĕрти çарпа медицина академийĕн курсанчĕ. Шкулта питĕ лайăх вĕренчĕç, активистсем пулнă. Ырă кăмăллă, çынна хаклакан, йывăрлăхсене пулăшма хатĕр çамрăксем пулса ÿсрĕç. Кĕçĕннисем те вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ: Стаспа Влад – кадетсем, 11-мĕш класра тăрăшса вĕренеççĕ.

Телей тени вăл – çемьере килĕшÿлĕхпе тату пулни, пĕр-пĕрне ăнланни. Ĕçре сана хаклани, хисеплени.

– Çумри мăшăра хăвăр ĕмĕтленнĕ арçын тесе шутлатăр-и;

– Пурнăçра пĕр шухăш-тĕллевлисем вăхăт таппине туймаççĕ. Ман çумра йĕркеллĕ, ăслă, çынлăха пĕрремĕш вырăна хуракан хаклă çыннăм – Станислав – мăшăрăм пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл мана кирек мĕнле вăхăтра та пулăшма хатĕр.

– Асра юлнă самантсем сахал мар пулнă-тăр.

– Паллах, вĕсем пурте педагогика ĕçĕпе çыхăннă. Шкулта ĕçлеме тытăннăранпа район тата республика шайĕнче иртекен нумай-нумай мероприятипе конкурса хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ ята та пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Уроксем ирттернĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче "Çулталăкри чи лайăх учитель" конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илни те асрах-ха. Унтан – Шупашкара. Виçĕ куна тăсăлнă конкурс виçĕ минут пек иртсе кайрĕ. Манпа юнашар питĕ маттур та пысăк опытлă ĕçтешсем пулчĕç. Чи-чи пултаруллисемпе ăмăртнă чухне конкурсăн кашни саманчĕ хĕрÿ те пăлхануллă.

– Эсир конкурсăн "Йăла-йĕрке" номинаци çĕнтерÿçи. Сирĕн çитĕнĕве интернет-планшет парне çирĕплетет. Ачасем те çулсерен хими тата биологи предмечĕсемпе ирттерекен олимпиадăсенче районта та, республикăра малти вырăнсене йышăнаççĕ. Раççей шайĕнче те ăмăртаççĕ.

– Çапла. Премьера Белградра пулнă. Çакăн пек самантсем вĕсен аталану шайне çĕклеççĕ, чунра шанăç çуратаççĕ.

– Çĕр çинче чи хаклă çын сирĕншĕн кам;

– Аннеçĕм – Мария Ивановна Иванова. Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă. Пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ, пур çĕрте те ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Аннеçĕм вырăсла та таса калаçать. Ултă ачине аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларма çăмăл пулман ăна паллах.

– Светлана Станиславовна, эсир мĕнле çынсене хаклатăр;

– Йĕркеллĕ, хăйсене тытма пĕлекен çынсемпе калаçма та, ĕç тума та кăмăллă. Пысăк вырăнта ĕçлет-и е ахаль çын кăна-и – вăл яланах ырă та тÿрĕ чунлă пултăр. Çав çынран сана та вăй тата ырă кăмăл-туйăм куçтăр.

– Пушă вăхăтра мĕн тума юрататăр;

– Ачасемпе пĕрле пĕр-пĕр интереслĕ передача пăхма. Шел пулин те, пушă вăхăт сахалтарах çав.

– Малашнехи ĕмĕт-тĕллевсем еплерех;

– Халăхра çакăн пек каларăш çÿрет: "Çынна ырă тума васкăр". Çак çĕр çинче хăнара кăна эпир, çавăнпа та хамăр хыççăн ырă йĕр çеç хăварасчĕ. Çитĕнекен ăру таса чунлă, çирĕп пĕлÿллĕ пултăр тесе малашне те тăрăшса ĕçлесчĕ, ырă вăрлăх акасчĕ.

– Светлана Станиславовна, калаçушăн тав тунипе пĕрлех сире çуралнă кун ячĕпе те ăшшăн саламлатăп. Хастарлăхăр малашне те иксĕлми пултăр.

Е.ВАСИЛЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика