АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карăклă шкулĕн пысăк уявĕ

17 февраля 2012 г.

Шкул 100 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ уяв вĕрентекенсен коллективĕ Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсене юрланипе пуçланчĕ. Вĕсемпе пĕрле залри халăх та юрларĕ. Тата тепĕр Мухтав юрри янăрарĕ. Вăл, Карăклă ялне халалланăскер, "Тăват юман" ятлă. Сăмахĕсем Шевген Гришшин, ăна Канаш тăрăхĕнче пĕлмен çын çук та пуль, республикăра та сассине тăтăшах парать. Кĕвви вара паллă чăваш композиторĕн Николай Маняковăн.

Юбилей программине ертсе пыракан Н.Ивановăпа А.Кудряшова уява килнĕ хăнасемпе, Карăклă шкулĕнче вăтам пĕлÿ илсе хисепе тивĕçнисемпе паллаштарнă хыççăн шкул директорне Р.Шемяковăна сăмах пачĕç. Римма Геннадьевна коллектив çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре тунă çитĕнÿсем çинчен каласа пачĕ, медальпе вĕренсе тухса шкул чапне çÿле çĕкленисен ячĕсене асăнса тухрĕ. Çавăн пеккисенчен пĕри М.Макаров. Вăл Çăлпуç ялĕнче çуралнă. Вун пĕр çул Чăваш АССР çут ĕç министрĕнче ĕçленĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Михаил Петровича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хисеп Палли орденĕсемпе наградăланă. Тата тепĕр паллă çын вăл – П.Тихонов. Вăл нумай çул Чăваш Республикин Вăрман хуçалăхĕн министерствине ертсе пынă, темиçе кĕнеке авторĕ, халăх академикĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Петр Тихонович – Раççей Федерацийĕн вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Л.Макарова аттестатпа пĕрле ылтăн медаль илнĕ, О.Осипова пĕлĕвне "кĕмĕлпе" хакланă. Людмилăпа Ольга пуçламăш классенче ăс пухнă чухнех спортпа туслашнă. Уйрăмах утассипе интересленнĕ. Çак спорт тĕсĕпе вĕсем районти, республикăри ăмăртусене хутшăнса курăмлă çитĕнÿсем тунă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă, аслă пĕлÿ илсе пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Шкулăн спортри мăнаçлăхне çамрăксем малалла тăсаççĕ. Çăлпуç хĕрĕ, А.Васильев физрукăн воспитанникĕ Н.Федорова ирĕклĕ майпа кĕрешессинче тĕнчипех палăрчĕ. Тен, унăн ячĕ Лондонра иртекен çуллахи олимпиада вăййисенче те янăрĕ-ха. Р.Федоров Раççей Геройĕн Н.Ф.Гавриловăн парнисене Шупашкарта кĕрешсе çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнирта призерсен йышне лекнĕ.

11-мĕш класра вĕренекен А.Васильев, В.Никитин (10-мĕш класс), Н.Федорова (9-мĕш класс) шкул юбилейне тивĕçлĕ парне кÿчĕç. Андрей республикăн "Право" предмечĕн олимпиадинче пĕрремĕш, Василий "Информатикăпа" иккĕмĕш, Наталья "Обществознанипе" виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Районта тата республикăра ирттерекен олимпиадăсенче М.Герасимова тата Л.Макарова хатĕрленĕ ачасем лайăх пĕлÿ кăтартаççĕ. Вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнисем иккĕн: Л.Макаровăпа И.Шурчанова. Кĕмĕллине илнисем – В.Никитина, Л.Алексеева, И.Владимирова, О.Фадеева, М.Михайлова, О.Осипова, А.Терентьев тата Т.Никитина.

1912 çулта Карăклă ялĕнчи И.Муравьев килĕнче шкул уçăлнă. Ун чухне вăл Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕнчи земство шкулĕ шутланнă. Ачасене Çĕрпÿ çыннисем Д.Кузнецовпа мăшăрĕ Александра Васильевна вĕрентнĕ. 1933 çулта колхоз çамрăкĕсен 7 класс вĕренмелли шкулĕ йĕркеленĕ. 1962 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнчен 8 çул вĕрентме тытăннă. 1975 çулта вăтам шкул туса хунă. Сакăр çултан шкул кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çурта куçнă. Халĕ кунта 177 ача пĕлÿ илет. Вĕсемпе 25 педагог тăрăшать. Пысăк категориллисем – виççĕн, пĕрремĕшлисем – вун пиллĕкĕн. Вĕренÿ учрежденийĕнче 15 кружок, Сиккассинчи ÿнер шкулĕн филиалĕ, çамрăксемпе ачасен кĕрешÿпе çăмăл атлетикăн шкулĕ ĕçлет.

Уявра сăмах калакансем тата парне паракансем нумаййăн пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов парнепе пĕрле грамотăсем те илсе килнĕ. Вĕсене Владислав Васильевич салам тата тав сăмахĕсем каласа шкул директорне Р.Шемяковăна тата М.Герасимова, Е.Иванова, Г.Дунаева, Г.Иванова, Л.Лаврентьева, Н.Иванова, А.Кудряшова вĕрентекенсене пачĕ. И.Алексеева, Л.Архипова, В.Васильева, А.Васильев, Л.Зеленова, Р.Иванова, А.Кудряшов, Л.Макарова, В.Михайлова, З.Никитина, Р.Платонов, Н.Семенова тата А.Спиридонова педагогсем вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн Ю.Алексеевăн аллинчен управленин Хисеп грамотине илчĕç. "Канаш" АСК" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕн ĕçĕсене туса пыракан И.Терентьев, шкул директорĕнче ĕçленĕ Ф.Степанов, Гавриловсен, Тимофеевсен çемйисем те пушă алăпа килмен, саламлă сăмахĕсене парнесемпе çирĕплетрĕç. Шкул библиотеки Чăваш халăх писателĕн Юхма Мишшин кĕнекисемпе, Н.Карамзинăн "История государства Российского" кĕнекипе, Чăваш энциклопедийĕн 3 томĕпе, политехника институчĕн Шупашкарти филиалĕн С.Ивановăн, ял хуçалăх академийĕн профессорĕн Ю.Казаковăн, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕн В.Казаковăн ăслăлăх кĕнекисемпе пуянланчĕç. Юхма Мишши посылкăна салам хучĕ те чиксе янă. Акă мĕн çырнă унта: "Сирĕн шкула пырса кайнине, питĕ лайăх тĕл пулу ирттернине яланах асра тытатăп. Карăклă шкулĕн ырă ячĕ пурте пĕлмеллех палăрса, чыслă пулса тăтăр."

Шкултан медальпе, питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнисене чысларĕç. Вĕсен ячĕпе 1991 çулта аттестатпа пĕрле ылтăн медаль илнĕ, халĕ шăл врачĕ пулса ĕçлекен И.Шурчанова хăйсене пĕлÿлĕх тĕнчинче ертсе çÿренĕ педагогсене ятран каласа тав турĕ. Шкулта нумай çул ĕçленĕ, пурнăçран уйрăлса кайнă вĕрентекенсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Александрпа Анна Кудряшовсене, Григорий Гурьевичпа Галина Трофимовна Прокопьевсене, Фекла Степановна Зайцевăпа хĕрĕсене Альбинăпа Иринăна Михайловнăсене, Надежда Николаевна Ивановăпа хĕрне Елена Петровнăна хăйсен ĕçĕсене Карăклă шкулĕпе çыхăнтарнăшăн сцена çине чĕнсе чыс турĕç, ачасене пĕлÿ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕç. 1978 çулта шкул пĕтернĕ Е.Чернова пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсемпе сумлă хăнасене тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсене чечексем парса хисеплерĕç. Вĕренÿ ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене "Ылтăн шăнкăрав" преми парса хавхалантарчĕç. Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă В.Михайлова асра тытса унпа пĕрле вĕреннисем шкулта стенд тума укçа пухнă. "Çамрăк ăру, хăнасем пирĕн Владик çинчен ытларах пĕлччĕр", – терĕç вĕсем.

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов, Карăклă шкулĕн директорĕ пулнă В.Грачев янă саламлă телеграммăсене вуласа пачĕç. Шкулăн çĕршывĕпех саланса пĕтнĕ воспитанникĕсем çак пĕлÿ çурчĕ вĕсемшĕн иккĕмĕш килĕ, пĕрремĕш вĕрентекенĕ иккĕмĕш амăшĕ пулнине манмаççĕ. Екатеринбургра тата Ижевскра пурăнакан Л.Зайцева тата Арефьевсем тăван шкулшăн тунсăхланине, хăйсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă учительсене ялан асра тытнине пралук çырăвĕпе пĕлтернĕ. Çак шухăш тĕнчипе паллă пионерсен "Артек" лагерĕнче ĕçленĕ М.Гаврилова сăмахĕнче те сисĕнчĕ.

Кирек мĕнле уявăн та илемĕ – юрă-кĕвĕ. Çăлпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ чăваш эстрадин юрăçи С.Смирнова шкул юбилейĕ тĕлне "Çĕр çырли" юрă кĕвĕленĕ.Чĕререн шăранса тухнă сăмахсем кашнин чунне тыткăнларĕç. Пултаруллă юрăçăн çĕнĕ хайлавĕ пурне те килĕшрĕ, хăйсене ăшă туйăм парнеленĕшĕн Светланăна чылайччен алă çупса тав турĕç. Вĕрентекенсен хорĕн репертуарĕнчи "Изгиб гитары" юрра шăрантарнă чухне залра ларакансем чăтаймарĕç, вĕрентекенсемпе пĕрле кăмăлĕсене ирĕке ячĕç. Çеçпĕл шкулĕнчен илсе килнĕ аппаратура çутинче, Л.Соловьева çĕленĕ чаршав илемĕнче ачасене пĕлÿ паракансем пушшех те илемлĕрех, тата та ăслăрах курăнчĕç. 9-мĕш класра вĕренекен В.Максимова, 8-мĕш класс хĕрĕсен квартечĕ, ачасен хорĕ юрлас пултарулăхĕпе хăйсене ăс паракансенчен пĕртте кая маррине кăтартса пачĕç. Çак шкултан вĕренсе тухнă Е.Иванов сцена çине икĕ хутчен тухса юрлас ăсталăхĕпе савăнтарчĕ, сасă операторĕн ĕçне те пĕр кăлтăксăр пурнăçларĕ.

Аса илÿсен каçĕ, пĕр класра вĕреннисемпе, вĕрентекенсемпе тĕл пулни пурин асĕнче те нумайлăха юлчĕ. Шкул юбилейĕн уявĕ ялти клубра ташă каçĕпе вĕçленчĕ.

Шкул кун-çулĕнче паллă пулăмсене, аталану тапхăрĕсене Шевген Гришшин (Г.Г.Прокопьевăн) "Тропинка к Олимпу" кĕнекинче тĕплĕн çутатса панă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика