АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил-çурта ялан хÿтĕле

17 февраля 2012 г.

Хамăрăн хăрушсăрлăх çинчен сăмах тапратсан эпир час-часах çапла калатпăр: "Манăн пÿрт – манăн крепоç". Çав вăхăтрах кил-çурта хăйне те хÿтлĕх кирли çинчен хăш-пĕр чухне аса та илместпĕр. Пÿрт ăш-чикки хитре те таса пултăр тесе тăрăшатпăр, юсав ĕçĕсене тăватпăр, чылай укçа-тенкĕ тăккалатпăр. Анчах та çак пĕтĕм пурлăха сыхламалли çинчен питех шухăшламастпăр. Çавăнпа та эпир Росгосстрах компанин Канаш хулинчи страховани уйрăмĕн пуçлăхĕпе Лариса Сазоновăпа калаçатпăр.

– Ял çыннисем, уйрăмах хĕлле, хăйсен пÿрчĕсене, хуралтисене страховани йĕркипе хÿтĕлеме тăрăшаççĕ, – тет Лариса Ивановна. – Çултан çул çакăн пек çынсен йышĕ ÿссех пырать. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче ялсенче çурт лартакансен, хуралтăсене çĕнетекенсен хисепĕ йышлансах пырать. Чылайăшĕ пÿлĕмсене хитрелетет, çĕнĕ сĕтел-пуканпа пуянлатать, кавир, диван, шкап, телевизор, компьютер туянать. Çавăнпа пĕрлех пурлăха упраса хăварас тесе, ăна страхлама тăрăшаççĕ. Инкек-синкек сиксе тухсан вуншар çул пухнă тупрана пĕр сехетрех çухатма пулать вĕт.

– Лариса Ивановна, хуçалăха кĕтмен-çĕртен тухнă мĕнлерех инкек-синкекрен хÿтĕлесе хăварма пулать;

– Хуçалăха страховани йĕркипе сыхламалла тăвас тесен, çак ĕçе питĕ тĕплĕн тумалла. Мĕнле хăрушлăхсем сиксе тухма пултараççĕ-ха; Пушар тухни, вăрлани, шыв кайни, кил-çурта сиенлени, çил-тăвăл çĕмĕрни тата ытти синкерлĕ пулăм хăрушлăх пулса тăраççĕ. Çакна пĕлмелле: эсир пÿртри пурлăха пушартан çеç страхланă пулсан, вĕсем вара çил-тăвăл е шыв илнипе юрăхсăра тухнă пулсан, страховка укçине илеймĕр. Çавăнпа та кашни кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултаракан инкекрен сыхланмалла – страховани йĕркипе. Пÿрт ăш-чиккин капăрлăхне çеç страхланă пулсан (стенасене, маччана, урая сăрлани, илемлетни), пĕр-пĕр пÿлĕм конструкцийĕ сиенленнĕ пулсан, страхлакан компани пÿрт ăш-чиккине капăрлатма кайнă укçана çеç саплаштарать. Пÿлĕмри пурлăх, тĕслĕхрен, диван сиенленнĕ пулсан, унăн хакне саплаштармаççĕ.

Çавăнпа та эпир асăннă самантсене тимлĕн тишкерсе тухма ыйтатпăр, мĕн-мĕн страхламаллине, пирĕнпе килĕшÿ тăвиччен тĕплĕн палăртмалла. Тата çакна палăртам-ха. Сирĕн çурт-йĕре страхланă чухне страховани суммине уçăмлăн палăртмалла. Ĕç-пуç пĕр кăлтăксăр пултăр тесен, çÿлерех асăннă объектсене (пÿрт, унăн ăш-чикки, сĕтел-пукан...) рынок хакĕпе страхламалла, вара эсир страховкăпа илнĕ укçа-тенкĕпе сиенленнĕ пĕтĕм пурлăха çĕнетме пултаратăр. Страховани килĕшĕвне тунă чухне иккĕленсе тăратăр пулсан, сире пирĕн специалистсем пулăшĕç. Кашни агент аллинче страховани хакне пĕлмелли ятарлă уйрăм таблица пур.

Çапла та пулкалать: тепĕр чухне, страховка укçи сахалтарах пултăр тесе, кил-çурт хуçисем пурлăх хакне чакарса кăтартаççĕ. Ку тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен, инкек-синкек сиксе тухсан, сиенленнĕ кил-çурта, пĕтĕм пурлăха çĕнетме сирĕн страховка укçи çитмесен те пултарать.

– Паян страхлакан чылай компани çăмăллăхсем, страховка майĕпе тÿлемелли хаксене чакарни çинчен калаçать. Росгосстрах ку енĕпе мĕнлерех ĕçлет-ши;

– Кил-çурта, хуралтăсене страхланă чухне полис хакĕпе çеç лăпланса лармалла мар. Страховани йĕркисене тимлĕн пăхса тухмалла, ăнланман самантсем пулсан, страхлакан агентсенчен ыйтмалла. Унăн вара сире пур ыйтусем çине тĕплĕн хурав памалла, ăнлантармалла.

Клиент алла илнĕ полисра пĕтĕмлетнĕ страховка хакĕ пысăк пулма пултарать, анчах та ăна рынокри хакпа танлаштарсан, вăл, унăн вăтам хакĕнчен, пĕчĕкрех те пулма пултарĕ. Кунта кăштах перекетлеме пулать: тĕслĕхрен, полисра стенасене туллин страхланă, пÿлĕм ăш-чиккине, çуртри пурлăха – тулли мар страхланă пулсан. Анчах та инкек-синкек сиксе тухас пулсан, чи малтанах асăннă пурлăх сиенленет. Çавăнпа та вĕсен страховани тарифĕ пысăкрах. Кил-çурта, пурлăха пур енчен те хÿтĕлес тесен, Росгосстрах Дом комплекспа усă курмалла.

– Росгосстрах компанин полисне илни мĕн енчен ытларах усă кÿрет;

– Типтерлĕ те тăрăшакан кил хуçисене Росгосстрах яланах пулăшма хатĕр. Кашни çул, январь-март уйăхĕсенче, эпир "Зимний сезон страхование строений" ("Хĕллехи вăхăтра кил-çурта страхласси") ятлă ятарлă акци ирттеретпĕр. Вăл январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен пырать. Кам çак хушăра кил-çуртне (пÿрт, хуралтăсем, коттедж) страхлама килĕшет, çавна страховка хакне чылай чакарса параççĕ. Страховани килĕшĕвне (договор) хăвăрт, ниçта та каймасăр, тума пулать.

Эсир страхлакан агента киле чĕнсе илме пултаратăр. Вăхăтне кăтартсан унпа тĕл пулатăр. Вăл сире пÿрт-çурт хакне палăртма пулăшĕ, полиса хатĕрлесе парĕ.

Тарăнрах, тĔплĔнрех ыйтса пĔлес тесен Çак телефонсемпе шăнкăравлама пулать:

2-22-85, 2-15-81.

Кил вăл кашни çыншăн – чăн-чăн "сăпка", кану, лăпкăлăх, шанчăклăх, юратнă вырăн. Кунта пирĕн ачасем ÿссе çитĕнеççĕ, киле эпир ĕç кунĕ вĕçленсен хавасланса таврăнатпăр...

Росгосстрах Дом полисĕ сире килти канлĕхе упрама пулăшать.

Петр ЕФИМОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика