17 февраля 2012 г.
Районти ачасен пултарулăх центрĕ шкул çулне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасем хушшинче "Эпĕ – тĕпчевçĕ" темăпа пултарулăх проекчĕсен конкурсне ирттернĕ. Ÿсĕмĕсен ушкăнĕсем тăрăх 5 вĕренÿ учрежденийĕнчен 10 вĕренекен тата шкула кайма хатĕрленекен 6 ача хутшăннă. Ĕçсене физикăпа техника, çут çанталăка тĕпчесе вĕренессин, чĕрĕ çут çанталăк тата чĕрĕ мар çут çанталăк предмечĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Вĕсен тематики тĕрлĕ енлĕн пулнă: "Храмсем – çылăхлă çĕр çинчи сăваплăх утравĕсем" (районти чиркÿсем çинчен), "Тĕлĕнтермĕш ÿсен-тăран", "Ăнланма йывăр хут", "Юр чăмакки", "Чăваш халăхĕн сăпка юррисем", "Чĕрĕ юлнисем... çеç", "Хăшĕ усăллăрах, шăл тасатмалли порошок е чăмлак" тата ытти те.
Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче (вĕсем тăваттă) Аня Абаськина(Сиккассинчи ача сачĕ), Антон Михайловпа Ангелина Лаврентьева (Катек шкулĕ), Карл Горбунов (Сиккасси шкулĕ) тата Аня Семенова (Çĕнĕ Аччари пуçламăш шкул-ача сачĕ) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Саша Ильин (Шăхасанти ача сачĕ), Кристина Платонова (Шăхасан шкулĕ) йышăннă, виççĕмĕшне – Диана Антоновăпа Анжела Семенова (Вăтакас Кипечри ача сачĕ), Катя Александрова (Шăхасан шкулĕ).
А.ВИТАЛЬЕВ.