17 февраля 2012 г.
Нарăсăн 12-мĕшĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерь çывăхĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2012" ăмăртусем иртнĕ. Сивве пăхмасăр йĕлтĕрпе чупма юратакансем нумаййăн килнĕ. Çак сумлă ăмăртăва 800 çын ытла хутшăннă.
Шкул çулне çитеймен тата пуçламăш классенче вĕренекенсем ăмăртнă хыççăн старта тухма çитĕннисем хатĕрленнĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ çак сумлă ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунăшăн тав тунă. Чи çамрăкки – Çăлпуç ялĕнчи çичĕ çулти Саша Никоноров, чи асли – Ачча тăрăхĕнчи Юрий Николаев, вăл 78-та. Тĕрлĕ çултисен 8 чупавĕ пулнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медаль тата диплом парса хавхалантарнă.