17 февраля 2012 г.
Ÿсĕрле руль умне ларса çула тухнă водитель хăйне административлă явап тыттарассинчен укçа парса хăтăлма шутланă.
Районти пĕр ялта пурăнакан арçын тĕлĕшпе сĕтев пама хăтланнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви палăртнă тăрăх, январĕн 14-мĕшĕнче çĕрле çул çине транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле тухнă водителе ГИБДД сотрудникĕсем тытса чарнă. Машина правине туртса илесрен хăраса хайхискер инспектора 5 пин тенкĕ пама хăтланнă. Çапла майпа хăй саккуна хирĕçле ĕç тунине ăнланман та вăл.
Хальхи вăхăтра ку фактпа следстви малалла пырать. Уголовлă ĕçе Раççей следстви комитечĕн хулапа районти следстви пайĕнче тĕпчеççĕ.
А.МИХАЙЛОВ, аслă следователь.