15 февраля 2012 г.
Юлашки вăхăтра Канаш хулипе районĕнче пушарсен хисепĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Вут-кăвар ытларах чухне çынсем пурăнакан секторта алхасать. Инкексен сăлтавĕсем кил хуçисен айăпĕпе çыхăннă.
Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Асхва ялĕнче пушар тухнă, кил хуçи краççын сапса мунча кăмакине чĕртсе яма тăнă пулнă иккен. Вăл хăй те мунчарах пурăннă пулнă. Пуçне эрех-сăрапа минретнĕскер çунакан шĕвеке ăнсăртран хăйĕн çине тăкса янине те асăрхаман. Вут-çулăм мунча стенисене, маччине, тăррине юрăхсăра кăларнă. Кил хуçи урисене пĕçертсе янă.
Инкек-синкек айккипе ирттĕр тесен кил-хуçалăхра вут-кăварпа уйрăмах асăрхануллă пулăр, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнăр. Кăмакасене чĕртме бензин е краççын тавраш усă ан курăр, çакăн пек туни чылай чухне ырăпа вĕçленмест.
О.ОКРУЖНОВ, пушар хуралĕн аслă инспекторĕ.