15 февраля 2012 г.
Канаш хулипе районĕн прокуратури республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен пайĕ çамрăксене çара илессипе çыхăннă саккуна мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартса панă: Шăхасанта çуралса ÿснĕ, унтах пурăнакан В. ятлă çамрăкăн çара кайма çул çитнĕ. Медицина тĕрĕслевĕсĕм тăрăх, унăн çара каяссинчен пăрăнса юлма нимĕнле сăлтав та пулман. Повестка темиçе хутчен илнĕ пулин те, вăл çар комиссариатне пыман.
Çапла вара В. çар комиссариатне пыма йыхравлакан повесткăна 2009 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 2011 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕччен ултă хутчен хăй алă пусса илнĕ, хăшĕсене илместĕп тесе хирĕçленĕ. Призывран пĕрре мар пăрăнса юлнă.
В. тĕлĕшпе кăçалхи февраль уйăхĕнче уголовлă ĕç пуçарнă.
И.РОМАНОВ,
хулапа район прокурорĕн çумĕ.