15 февраля 2012 г.
Хĕллен кашни кунĕ иртсе пынă май чун савăнать. Умра чуна уçакан, çăмăллăн сывлама май паракан çуркунне-çке! Нарăс уйăхĕ кăна пулин те пахчари йывăç çинче кайăк илемлĕн юрланă сасă илтĕнет. Шăпах çуркуннехи пек. Анчах... Хĕл вĕçленмен-ха, пуш уйăхĕ те хăш чухне раштавран ирттерет.
Кĕркуннепе хĕлле сывă çынсем те хăйсене сÿрĕккĕн туяççĕ. Ирпе вырăн çинчен тăрас килмест, кунĕпех çăвар карăлать. Тухтăрсем çакна хĕвел çути çителĕклĕ çитменнипе сăлтавлаççĕ. Çынна телейлĕ туйтаракан, савăнтаракан "телей гормонĕ" хĕвел çутипе кăна йĕркеленет иккен. Çавăнпа темĕнле сивĕре те хĕвел янкăр пăхса ярсан чун савăнăçпа тулать.
Ăсчахсем каланă тăрăх, ăшă, хĕвеллĕ çĕршывсенче пурăнакансен кăмăл хуçăлнипе, депрессипе сахал аптăраççĕ. Раççейре пурăнакансен 80 проценчĕ вара хĕвел çитменнипе аптăрать. Ытларах Çурçĕр регионсенче тата хулара пурăнакансене чир нушалантарать. Çурçĕрти халăхăн ултă процентне депрессирен тухма специалист пулăшăвĕ кирлĕ. Хĕллехи тунсăх ытларах вăй питти арçынсене мар, ватă çынсемпе хĕрарăмсене пусарать, – теççĕ тухтăрсем.
Çамрăксем пирки вара урăх калаçу. Ахальтен мар тĕттĕм вăхăт – çамрăксен тусĕ тесе каламаççĕ халăхра. Çамрăксен гормон шайлашăвĕ йĕркеллĕ, çавăнпа та çанталăк е кунпа çĕр улшăнни вĕсен кăмăлне улăштараймасть. Çитменнине, çĕрле вĕсем хастарланаççĕ – ташă каçĕсене çÿреççĕ, савăнаççĕ, ывăннине туймаççĕ. Çитĕнсе пынă май вара "савăнăç гормонĕсем" çынра чакса пыраççĕ, кăмăл час-часах хуçăла пуçлать.
Хĕллехи тунсăха нумайлăха путакан çынсене тухтăрсем психотерапевт патне кайса пулăшу ыйтма сĕнеççĕ. Çын депрессирен тухаймасăр тĕрлĕрен чир-чĕрпе аптăраса кайма пултарать. Чунри тунсăха вăхăтра сиплемелле.
Укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулсан хĕл кунĕсенче пĕр-пĕр шăрăх, хĕвеллĕ çĕршыва кайса канмалла. Ывăннă организма вăй илме 4-5 кун та çителĕклĕ. Енчен те ют çĕршыври тинĕс хĕрринче хĕртĕнме май килмесен килте ытларах çутă çутма сĕнеççĕ специалистсем. Электричество лампочкине хĕвел çутипе танлаштараймасан та çутă пурнăç пур пĕр савăнăç кÿрет. Камин умĕнче кăвайт çутипе киленни, çурта çутни сывлăхшăн питĕ усăллă. Апла пулин те темле çанталăкра та уçă сывлăша тухма манмалла мар. Хĕвел курăнмасан та унта çутă пÿртринчен темиçе хут ытларах.
Е.ВАСИЛЬЕВА, Янкăлч ялĕ.