АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ ăрăвăн тĕл пулăвĕ

15 февраля 2012 г.

Кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлне Канашри культура керменĕн курав залĕ ватăсемпе, вăтам çулсенчисемпе, çамрăксемпе тулчĕ. Вĕсем ветерансен хулари тата районти канашĕсем, Пенси фончĕн хулапа тата районпа ĕçлекен управленийĕ, культура ĕçченĕсем "Тăван Канаш ен: ĕнер, паян, ыран" темăпа хатĕрленĕ виçĕ ăру тĕл пулăвне килнĕ. Çакăн евĕрлĕ пĕрлехи мероприяти халĕччен пулманччĕ-ха.

Виçĕ ăрăвăн тĕл пулăвĕ Ачча ял тăрăхĕн "Шевле" фольклор ушкăнĕн тата Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнчи "Укăлча" ача-пăча фольклор ансамблĕн "Вăйă картинче" литературăпа музыка композицийĕпе пуçланчĕ. Залри халăх ялти артистсен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕ. Паллах, вĕсен ăнăçăвĕнче музыкăна вĕрентекен В.Дмитриевăн тÿпи пысăк. Виталий Кузьмич ачасене чăваш халăхĕн юрри-ташшисене, унăн ырă йăли-йĕркисене юратма вĕрентет.

Мероприятие ертсе пыракан Н.Золотовăпа С.Садовский сцена çине Çĕнĕ Аччара çуралса ÿснĕ, чукун çул ĕçĕн ветеранне С.Смирнова, Çĕнĕ Ахпÿртрен килнĕ Г.Белова, Чакаç ялĕн çыннине, "Канаш" колхозра тĕп зоотехникра нумай çул ĕçленĕ Г.Николаева, вăрçă ветеранне А.Питеркина хăпарма ыйтрĕç. Серафим Сергеевичпа Гаврил Алексеевич, Геннадий Степанович вăрçă çулĕсенчи йывăр ачалăха аса илчĕç, хăйсен ĕç биографийĕсемпе паллаштарчĕç. Арсентий Капитонович Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ. Сахал мар нуша-терт тÿсме тивнĕ ăна, пĕрре мар вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă.

Хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов хулапа район пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсем, иртнĕ çулта тунă çитĕнÿсем çинчен каласа пачĕç, кăçал тумаллисене те манса хăвармарĕç. Раççей Федерацийĕн Пенси Фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Т.Дроздова ватăсене çăмăллăхсем парассинчи халь çине йышăннă çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Патшалăх мĕнле пулăшусем панине çирĕплетсе хулари тата районти виçĕ çемье амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене илчĕ. Вĕсенчен пĕр мăшăрĕ Иккĕмĕш Хурамалтан: Ольгăпа Федор. Алексеевсен ывăлпа хĕр –Тимурпа Арсения. "Канаш" хаçат редакцийĕн текста электронлă майпа пухакан тата калăплакан операторне И.Храмовăна, хулари тавра пĕлÿ библиотекин ĕçченне Е.Ефимовăна тата ачасемпе çамрăксен 1-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн тренер-преподавательне А.Константинова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕç пулнине ĕнентерекен документ пачĕç. Хулапа районăн чи маттур çамрăкĕсен ячĕпе 6-мĕш номерлĕ тата Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсенче пĕлÿ илекен О.Федотовăпа К. Ефимова тав сăмахĕсем каларĕç, тăван ен, ашшĕ-амăш ячĕсене ялан çÿлте тытма шантарчĕç. "Чăваш Республикин ветеранĕсен" йышне тата çирĕммĕн хушăнчĕç. Районтан вуннăн, вĕсем – Вăтапуçĕнчи В.Андрианов, Малти Питтикассинчи Р.Иванова, Чакаçри И.Васильев, Высоковкăри А.Петров, Чулкăмакари Н.Николаева, Катекри М. Асанова, Шăхасанти И.Егоров, Пратьякас Енĕшри В.Петров, Уçырмари Р.Гаврилова тата Энтриялĕнчи Л.Николаева.

Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль, хулари ачасен ташă коллективĕсем, юрăçсем залра ларакансен чунĕсене савăнăçпа хĕмлентерчĕç. Карăклă поэчĕ Шевкен Гришши хăйĕн сăввине вуласа пачĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика