15 февраля 2012 г.
Нарăсăн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ
Ю.Попов пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Спикерпа пĕрле унăн пулăшуçи А.Кузьмин, ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă
аталану министрĕн çумĕ А.Федоров, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров килчĕç.
Районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем вуннă. Уçырма ялĕнчине виçĕм çулхи раштав уйăхĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнăччĕ. И.Семенова врач, О.Михайлова, Н.Яковлева, Л.Григорьева, Т.Николаева сестрасем 1,5 пин çитĕннисен тата 300 ачан сывлăхне сыхлаççĕ, тĕрлĕ чире çĕнтерме пулăшаççĕ, асăрхаттару ĕçĕсем тăваççĕ. Патшалăх Канашне ертсе пыракан Ю.Поповăн çул çÿревĕ шăпах çакăнтан пуçланчĕ. Ялти медицина учрежденийĕн ĕç-хĕлĕпе район больницин тĕп врачĕ Р.Федоровăпа офис врачĕ И.Семенова паллаштарчĕç. Юрий Алексеевич пĕтĕм пÿлĕмсене пăхса çаврăнсан хăй кăмăллă юлнине пытармарĕ. Юлашкинчен вăл электронлă регистратура мĕнле ĕçленипе интересленчĕ, кардиолог патне йышăнăва çырăнас шухăшлине пĕлтерчĕ. Медиксем юн пусăмне виçнĕ хыççăн парламент пуçлăхĕн чĕри сехет пекех тикĕс ĕçленине палăртсан шухăшне улăштарчĕ. "Çакă вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăннине пĕлтерекен пулăм", – шÿтлерĕ Ю.Попов. Ытти процедурăсене епле ирттернине те хăй курса ĕненчĕ.
Çул çÿревĕн иккĕмĕш чарăнăвĕ "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн Тăрăнти сĕт-çу ферминче пулчĕ. Унта ăна ĕне витипе паллаштарчĕç. Витене çĕнетме 4,5 миллион тенкĕ тăкакланă. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăхăн 220 пуçне вырнаçтармалăх комплекса тĕпрен юсама тытăннă. Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров объекта аталантармалли программăна пурнăçа кĕртес енĕпе пулăшма шантарчĕ. Спикер апат рационĕпе, ĕç условийĕсемпе кăсăкланчĕ. Сăвакан ĕнесем талăкра 15 килограма яхăн антараççĕ. Ку кăтарту – районта чи лайăххи. Юрий Алексеевич пĕрлĕх ертÿçипе В.Ефимовпа, район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕпе В.Никоноровпа ĕçлĕ калаçу ирттерчĕ.
Чăваш Ен спикерĕ ÿт-пÿ енчен çирĕп пулнине Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче кăтартса пачĕ. Выртса кăкăр çинчен штанга çĕклесе тренировкăна çÿрекен çамрăксене тĕлĕнтерчĕ, ял хуçалăх министрĕпе С.Павловпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа волейболла мини-раунд выляса яшсен командине çĕнтерчĕç. Юрий Алексеевич комплексри пĕр зал та, бассейн та пушă пулманнине асăрхарĕ.
– Çакăн пек условисенче спортпа туслашса лайăх кăтартусем туманни пысăк çылăхпа пĕрех. Пĕр вунă çул каялла ял ачисем кун пекки çинчен ĕмĕтленме çеç пултарнă. Пирĕн республикăра чаплă спорт объекчĕсем ÿссе ларни савăнтармаллипех савăнтарать, – терĕ вăл тулли кăмăлпа.
Ĕçлĕ çул çÿревĕн юлашки чарăнăвĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасанти вăтам шкулăн актовăй залĕнче пулчĕ. Кунта районти предприятисемпе организацисене, учрежденисене ертсе пыракансен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ял хуçалăх специалисчĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсем тăрăх доклад туса пачĕ, кăçалхи задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Пренире Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Н.Андреев, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Канаш" колхозăн тĕп зоотехникĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Г.Николаев тухса калаçрĕç.
Сăмах çывхарса килекен çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки те пычĕ. "Regnum"информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, çур акине ирттерме кирлĕ çунтармалли тата сĕрмелли материалсен хакĕ 30 процент йÿнĕрех пулĕ, йÿнетнĕ топливăн калăпăшне, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 10 процент нумайрах тăратĕç. Çакăн çинчен Раççей правительствин пуçлăхĕ В.Путин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарас енĕпе Тамбов хулинче ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Çăмăллăх парасси çинчен нефть компанийĕсемпе калаçса татăлнă. Пĕр литр бензин тата дизтопливо хакĕ 16 тенкĕрен кăшт пысăкрах пулĕ, çакă – халĕ усă куракан хакăн çуррине яхăн шутланать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсен самаях сисĕмлĕ çăмăллăхпа вăхăтра усă курса юлмалла.
– Канаш тăрăхĕнче паян нумай лайăххине куртăм. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче те, выльăх-чĕрлĕх ферминче те, физкультурăпа спорт комплексĕнче те кăмăл хуçăлмарĕ. Çавăн пекки ытларах пултăрччĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн докладĕнче ырă тĕслĕхсем, фактсем сахал мар пулчĕç. Тунă çитĕнÿсемпе лăпланса лармалла мар, малашне тумалли ĕçсем çинчен шутламалла, вăй хумалла, вĕсене пурнăçлас тесе тар сахал мар юхтарма тивет. "Куç хăрать те алă тăвать", – теççĕ халăхра. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Хамăр валли хамăрăнах лайăх условисем тумалла, – терĕ Ю.Попов.
Канашлу хаваслă лару-тăрупа вĕçленчĕ. Юрий Алексеевичпа Владислав Васильевич ĕçре палăрнисене наградăсем пачĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн ертÿçине В.Ефимова, хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхне В.Никонова, "Хучель" пĕрлĕх механизаторне В.Шулаева, Катек вăтам шкулĕн вĕрентекенне О.Ивановăна, районăн тĕп больницин уйрăм заведующине Н.Сергеева нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав тунине пĕлтерекен хут пачĕç. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Воробьева Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тавне тивĕçрĕ. "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тĕп бухгалтерне агропромышленность отраслĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн тата çуралнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Районăн 8 ветеранĕ "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятăн ĕнентерÿ хутне илчĕ.
В.АЧЧА.