15 февраля 2012 г.
Афганистанра интернационалист тивĕçне пурнăçланă В.Павлов, Ю.Гурьев тата Н.Иванов Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Çак тĕл пулăва хатĕрленсе ятарлă фотокурав йĕркеленĕ. Стендсенчен ачасем çине сăртлă-туллă çĕршывра пуçĕсене хунă, вилĕмрен çăлăнса юлнă салтаксем пăхнă. Тĕрĕс-тĕкел таврăннисенчен пирĕн хулапа районта пурăнакансем те сахал мар. Çавăн пекех стенасем çинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата Чечняри çапăçусене хутшăннă ентешсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă стендсем те пур.
Ачасене воин-афганецсен çарти пурнăçĕ кăсăклантарнă. Уйрăмах вĕсене разведка ротинче службăра тăнă В.Павлов каласа пани интереслĕ пулнă. Çапăçусене хутшăнни, засадăсенче ларни, заданисене тухса кайни унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. В.Павлов пĕрле вут-çулăм витĕр тухнă тусĕсемпе халĕ те çыхăну тытать. Çырусем çÿретеççĕ, пĕр-пĕрин патĕнче хăнара пулаççĕ.
Пограничниксем пулнă Ю.Гурьевпа Н.Иванов ачасене вăхăта усăллă ирттерме, спортпа туслă пулма, лайăх вĕренме ыйтрĕç. Ÿт-пĕве пиçĕхтерни, пĕлĕве ÿстерни яланах кирлĕ, çарти йывăрлăхсене те çĕнтерме пулăшĕç.
Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче çар службине Афганистанра ирттернĕ П.Константинов, В.Ермолаев, В.Гаврилов тата С.Сергеев пулчĕç. Тĕл пулăва шкул директорĕн çумĕ Р.Ефимова йĕркеленĕ, вăлах ертсе пычĕ. Воин-интернационалистсем çарти пурнăçĕ, салтак нушине пĕрле тÿснĕ юлташĕсем, командирĕсем çинчен каласа пачĕç, ачасен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Вырăнти юрăçсем В.Софоровпа Л.Орынко чуна хускатакан чăваш юррине шăрантарчĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.