АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ çын пурнăçĕ татăлнă

15 февраля 2012 г.

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче, каçхине тăхăр сехет те вунă минутра, Аслă Мами ялĕнче пурăнакансем пĕр кил-хуçалăхра вут-кăвар алхаснине асăрханă. Инкек çинчен çак ялта пурăнакан хĕрарăм шăнкăравласа пĕлтернĕ. Аслă Мами ялĕ çывăхри пушар хуралĕн чаçĕнчен 9 километрта. Вут-çулăмпа кĕрешме 15-мĕш ПЧăн дежурство караулĕн иккĕмĕш уйрăмĕ АЦ-40 автомашинăпа тата пушар сÿнтерекен ятарлă Т-150 тракторпа тухса кайнă, ăна караул начальникĕ А.Сергеев ертсе пынă.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем инкек пулнă вырăна тăхăр сехет те 27 минутра çитнĕ. Вăл вăхăт тĕлне пурăнмалли çурт тата веранда ялкăшсах çуннă, хуралтăсем тата кÿршĕллĕ вырнаçнă çурт çине сиксе ÿкес хăрушлăх кăларса тăратнă. Анчах та "хĕрлĕ автана" иртĕхме паман, виçĕ минутранах ăна лăплантарнă.

Пушар тухнă çуртра кил хуçин ывăлĕ тата хĕрарăм пурăннă пулнă. Вут-кăвар йывăç çурта, кĕлĕте тата верандăна тĕппипех кĕллентернĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем тата ял халăхĕ хастарлăх кăтартнине кура ытти хуралтăсене тата кÿршĕллĕ вырнаçнă çурта инкекрен çăлса хăварма май килнĕ. Каярах пушар пулнă вырăнта арçынпа хĕрарăм виллисене тупнă.

Вут-кăвар пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнине пула тухнă пулĕ тесе шутлаççĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем çинчен нихăçан та ан манăр, яланах сыхă пулăр. Тимлĕхе вăхăтлăха çухатни пысăк инкексем патне çитерме пултарать. Çакна та каласа хăварас килет, хĕллехи сивĕсенче пĕвери ваксене касса уçсах тăрăр, мĕншĕн тесен цистернăсенче илсе килнĕ шыв чылай чухне пушара çĕнтерме çителĕксĕр пулать. Инкекпе кĕрешнĕ чухне вара кашни минут шутра.

В.МИХАЙЛОВ, пушар хуралĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика