10 февраля 2012 г.
Нумаях пулмасть районти тĕп ветврачпа А.Степановпа курса калаçма тÿр килчĕ. Иртнĕ çула районти ветеринарсем еплерех кăтартусемпе вĕçлени кăсăклантарчĕ мана. Анатолий Иванович хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе хаçат вулакансене паллаштарма хаваспах килĕшрĕ.
– Иртнĕ çулта районти ветеринари специалисчĕсем планпа пăхса хăварнă эпизооти мероприятийĕсене туллин пурнăçланă. Çулталăк хушшинче вĕсем районти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке сиплев, диагностика тĕрĕслевĕ тата вакцинаципе çыхăннă 1163288 ветеринари ĕçĕ туса ирттернĕ. Çак профилактика мероприятийĕсене туллин пурнăçласа пыни хамăр тăрăхра çĕпĕр язвине, сыснасен африка чумине, сыснасен рожине, лептоспироза, туберкулеза, бруцеллеза, кайăк-кĕшĕк грипне тата ытти чире сарăлма паман.
Анчах та çакă, паллах, лăпланса лармаллине пĕлтермест. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне пĕр-пĕр хăрушă чир-чĕр кирек-хăш самантра та хавшатса хăварма пултарать. Сăмах май, влаç органĕсем тĕрлĕрен мера йышăнаççĕ пулин те Раççейре сыснасен африка чумипе эпизооти лару-тăрăвĕ халĕ те питĕ çивĕч. 2007 çултанпа çак амака пирĕн çĕршывăн 21 субъектĕнче тупса палăртнă. Тăватă çул хушшинче ăнăçсăр 235 пункт тата вирус сиен кÿнĕ 25 объект пуррине тĕпчесе çирĕплетнĕ. Иртнĕ çулта кăна çакăн йышши 34 пункт тата 12 объект хушăннă. Çак чирпе килти сыснасем кăна мар, хир сыснисем те час-часах аптăраççĕ. 2011 çулта сыснасен африка чумине Ставрополь, Краснодар крайĕсенче, Волгоград, Ростов, Чулхула, Ленинград, Мурманск, Архангельск, Тверь, Курск, Саратов облаçĕсенче тата Калмăк республикинче сарăлнине шута илнĕ.
Çÿлерех асăннă чир çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ мар. Анчах та вăл экономикăна хытах хавшатма пултарать. Мĕншĕн тесен инфекци лекнĕ сыснасене сыватма çук, профилактика хатĕрĕсене ку таранччен шутласа тупман. Çавăнпа та чир тупнă вырăнти сыснасене юн кăлармасăр вĕлерсе çунтарса яраççĕ. Хăрушлăх кÿрекен 1-мĕш Зонăри (радиусри 5-20 километр) чирлĕ сыснасене пуçĕпех пĕтереççĕ. 2-мĕш Зонăна лекнисене (100 километра çити) чаракан ятарлă мерăсем йышăнаççĕ. Çавăнпа та сысна фермисене хупă типпа ĕçлеттермелле. Ытти çĕртен выльăх туянса килме шутларăр пулсан çак ĕçе ветеринарсем ирĕк памасăр пурнăçлама юрамасть. Апат юлашкисене ятарласа вĕретсе илнĕ хыççăн анчах сыснана çитерме юрать.
– Тата мĕнле чирсем хăрушлăх кÿме пултараççĕ-ха;
– Районта çавăн пекех чĕр чунсен тата килти выльăх-чĕрлĕхĕн уртаракан чирпе чирлес хăрушлăх та пур. Пĕлтĕр республикăра çакăн пек 34 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен пĕри пирĕн районта пулнă, уртаракан чирпе кушак аптăранине тĕпчесе палăртнă. Ытти çулсемпе илсен, чĕр чунсем çак амакпа чирлесси чакса пыни палăрать (2008 çулта 13 тĕслĕх пулнă, 2009-2010 çулсенче – 4 тĕслĕх). Çак ырă улшăнусенче администрацин тÿпи уйрăмах пысăк, тилĕсене тытнăшăн сунарçăсене бюджетран ятарласа укçа уйăрса хавхалантараççĕ. Çавна май районта вĕсен шучĕ палăрмаллах чакрĕ. Уртаракан чир вирусне çут çанталăкра ытларах чухне тилĕсем сарни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тилĕсене персе тытассипе пирĕн район республикăра малти вырăна йышăнать (76 тилĕ). Сунарçăсем хăйсене шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ пулин те тилĕсене çулталăк хушшинче Çĕнĕ Ахпÿрт, Кайри Ăнтавăш, Сухайкасси, Чакаç, Ушанар тата Çĕнĕ Мами ялĕсен çывăхĕсенче курнă.
– Лейкоз вирусĕ пирки мĕн калама пултаратăр;
– Мăйракаллă шултра выльăхсем районта лейкоз вирусĕнчен тасалса пыни савăнтарать. Районти 18 фермăран лейкоз вирусĕ лекнĕ выльăхсене "Хучель" тата "Восход" хуçалăхсен фермисенче çеç тупса палăртнă. Кĕтĕве сыватасси "Хучель" хуçалăхра юлхавлă пулса пырать, çакă ертÿçĕн ĕçлес кăмăл-туйăмĕпе çыхăннă. Çине тăрсан районта лейкоз çинчен яланлăхах манса кайма та пулать, мĕншĕн тесен кĕтÿ шайĕпе илсен, çакă пĕчĕк процентпа çеç танлашать.
Выльăх-чĕрлĕх кĕтĕве кайма пăрахсан хуçалăх чирĕсемпе аптăрама пуçлани çинчен те асăнса хăвармалла (колибактериоз, сальмонеллез, пастереллез, хламидиоз). Енчен те выльăха тĕрĕс апатлантарсан тата ветеринарипе санитари ĕçĕсене вăхăтра туса пырсан çак чирсем хăйсем çинчен аса илтермесен те пултараççĕ. Çапах та, хуçалăхра выльăхсен шучĕ йышлă пулсан, профилактика прививкисене туса ирттермеллех. Хуçалăх ертÿçисене ветеринарсем панă заявкăсене вăхăтра пурнăçлама ыйтса калас килет, мĕншĕн тесен вăхăтра прививка туса ĕлкĕреймен выльăхăн иммунитет кирлĕ чухлĕ аталанса çитеймесен те пултарать.
Хуçалăх ертÿçисемпе выльăх-чĕрлĕх усракан уйрăм çынсене çакна калас килет: ветеринарсен канашĕсене çирĕп пăхăнса пырăр, вĕсене систермесĕр пĕлмен çĕртен выльăх туянса ан килĕр, хăвăрăнне те сутса ан ярăр. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх умĕнчи апат рационĕ пирки те ан манăр. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ветеринарипе санитари ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнса пырсан, выльăхсен апатлану йĕркине тĕрĕс йĕркелесен, фермăсенче çирĕп йĕрке пулсан кăна лайăх кăтартусене тивĕçме тата пысăк тупăш илме пулать.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.