10 февраля 2012 г.
Эпир пиллĕкмĕш класра вĕренетпĕр. Класра пурĕ вун пилĕк ача. Тăван литература урокĕнче чĕр чунсен хĕллехи пурнăçĕпе паллашрăмăр. Вĕсенчен чылайăшĕ хĕллехи сивĕ кунсене çывăрса ирттерет, пакшасем, сăмахран, ăнăçлă хĕл каçма кĕркунне апат-çимĕç çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма тăрăшаççĕ.
Сивĕсем пуçлансан кайăксен пурнăçĕ уйрăмах йывăрланать. Ара, вĕсем апат саппасĕ хатĕрлеймеççĕ-çке-ха. Шартлама сивĕсене вара пушă пĕсехепе тÿссе ирттерме çăмăлах мар. Выçăпа аптăракансене пулăшас тĕллевпе вĕрентекен пире сырăшсем ăсталама сĕнчĕ. Çак шухăшпа пурте килĕшрĕç, мĕншĕн тесен кайăксемшĕн питĕ ырă ĕç тăватпăр-çке.
Ачасем пĕри те айккинче юлмарĕç, килтен сырăшсем ăсталаса килчĕç. Чи лайăх сырăша та тупса палăртрăмăр. Катя Смирнова тырă илсе килме те ÿркенмен. Апачĕ кашни сырăш çине хурса памашкăн çитрĕ.
Урок вĕçленсен, перемена вăхăтĕнче, класĕпех шкул пахчине тухрăмăр та хамăр ăсталанă сырăшсене йывăçсем çине çакрăмăр. Çак ырă ĕç пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Пире кура çиччĕмĕш классем те айккинче юлмарĕç, вĕсем те сырăшсем тухса çакрĕç. Çакăн йышши "столовăйсем" ытларах ăсталасан пирĕн çунатлă туссем выçăпа аптăрамĕç.
Эвелина КУДРЯВЦЕВА, Вăтапуç шкулĕ, 5-мĕш класс.