АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамăшĕн ĕмĕтне вăл пурнăçлĕ

10 февраля 2012 г.

Канашри педагогика колледжĕн директорĕн çумĕ Ф.Алеева Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕсем пулса тăнă воспитанникĕсем пирки ыйтсан, чи малтан Е.Рыжовăна асăнчĕ.

– Шкул уйрăмĕнче вĕренет. Маттур хĕр, калаçма ÿркенмест, – терĕ Фаина Ильинична.

Журналиста кашни сăмахшăн кĕсьене кĕмен çынна тĕл пулни – пысăк ăнăçу. Е.Рыжовăпа курса калаçассине вăраха ярас темерĕм, тепĕр кунах унпа тĕл пулма васкарăм. Ăнчĕ мана, Лена вĕренекен ушкăнăн расписанипе виççĕмĕш заняти çукчĕ. Часах калаçу çăмхи майĕпен сÿтĕлме пуçларĕ.

Манпа калаçакан Йĕпреç районĕнчи хитре ятлă ялта, Çĕнĕ Кĕлĕмкассинче, çут тĕнчене килнĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Спортпа туслашнă. Çăмăл атлетикăпа, утассипе, йĕлтĕрпе чупассипе шкулта, районта ирттернĕ ăмăртусенче тăтăшах малти вырăнсене йышăннă. "Çĕнтерÿшĕн" хаçат парнисемшĕн ирттернĕ эстафетăра чи лайăх вăхăт кăтартнăшăн район хаçатне çур çула çырăнса панишĕн çемйипех савăнни хĕр асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. Спорта юратниех Ленăна физкультура учителĕ пулас ĕмĕт çуратнă. Пучинке шкулĕнче 9 класс пĕтерсен амăшĕпе чун уçса калаçнă хыççăн Канашри педагогика колледжне вĕренме кĕме шутланă. Документсем пама пырсан ăнсăртран вăл вĕренÿ учрежденийĕн директорĕпе Г.Косолаповпа тĕл пулнă. Геннадий Иванович Лена ăçтан килнипе, вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пынипе интересленнĕ.

– Итле-ха, Лена, ман шутпа, физкультура уйрăмне кайса тĕрĕс мар тăватăн. Эсĕ ăслă та пултаруллă хĕр пулнине çийĕнчех туйса илтĕм, санра хăв мĕн калассине ĕнентерÿллĕ, йăлăхтарман сасăпа каласа парас ăсталăх пур. Санран питĕ лайăх педагог пулать, документусене шкул уйрăмне пар, – сĕннĕ вăл.

Унăн сăмахĕсене ăша хывнă Лена. Экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен ретне тăнă. Виççĕмĕш çул пĕлÿ илет ĕнтĕ вăл колледжра. Çак вăхăт хшшинче Çĕнĕ Кĕлĕмкасси хĕрĕ хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Çирĕп тĕллевлĕ, пуçтарăнчăклă, пуçаруллă, хушнă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлать, пĕрле вĕренекенĕсене ырă ĕç тумашкăн хавхалантарма пултарать. Вĕренÿ ушкăнĕнче, колледжра, общежитире тĕрлĕ мероприяти йĕркелес ĕçре активлă, ырă ĕçсен пуçаруçи. Спорт секцине, драма, психологи кружокĕсен занятийĕсене çÿрет, юрлама ухута.

Вĕренĕвĕн малтанхи çулĕнчех Ленăна общежитин студентсен канашĕн председательне суйлаççĕ. Вăл ертсе пынипе кунта пурăнакансен пĕрлĕхĕ, йĕркелĕхпе дисциплина çирĕпленсе пырать, кану усăллă та интереслĕ ирттĕр тесе хаваслă мероприятисем, тавра курăма ÿстерекен конкурссем, викторинăсем йĕркелет. Пуçарулăхпа хастарлăхшăн маттур хĕре колледж администрацийĕ темиçе хутчен Тав хучĕсем парса чысланă.

Сăвăсем вулама та ăста вăл. Колледжра ирттернĕ "Чи нумай вулакан вулавçă" конкурсра темиçе хутчен те çĕнтернĕ. Елена Канаш хулинче, республикăра, Раççейре ирттерекен конкурссене, куравсене час-часах хутшăнать. Унăн чи пысăк ÿсĕмĕ – Пĕтĕм тĕнчери ачасен VI "Шыв айĕнчи тĕнче" фестивальне тăратнă "Дельфинсем" ÿкерчĕкĕ иккĕмĕш степеньлĕ диплома тата куравçăсен призне тивĕçни. Ăслăлăхпа практика ĕçĕнче те палăрнă Лена. Вăл вĕренÿпе воспитани проблемисемпе колледжри, вăтам специальность паракан вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсем хушшинчи, республикăри тата Раççейри студентсен конференцийĕсене тăратнă ĕçĕсене лайăх хак панă.

Пучинке шкулĕнче вĕреннĕ чухнехиллех колледжĕн спорт пурнăçĕнче активлă. Тĕрлĕ ăмăртуран наградăсăр таврăнни сайра пулать.

– Спорт мана вĕренÿре пулăшать. Пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулма килĕшнишĕн пĕртте ÿкĕнместĕп. Манăн кукамай Надежда Васильевна пĕчĕклех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та çутă ĕмĕтне пурнăçлама Турри пÿрмен, ахăртнех. Вăл çынсен сывлăхĕн хуралĕнче: фельдшер-акушерта тимлет. Юратнă кукамайăн ĕмĕтне хам пурнăçлама пултарнишĕн çав тери савăнатăп. Колледжра вĕренни ачасемпе кăна мар, çитĕннисемпе те пĕр чĕлхе тупма пулăшать. Шкулсенчи ача сассиллĕ вĕренÿ класĕсем мана хăйсем патне магнит евĕр туртаççĕ. Ачасемпе калаçни кăмăла çĕклет, ырă ĕçсем тума хавхалантарать, – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ Елена Рыжова манпа сыв пуллашса.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика