АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялĕпех саламларĕç

10 февраля 2012 г.

Ачча ялĕнче пурăнакан А.Герасимова 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа саламлама ун патне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Аввакумов, вăтам шкул вĕрентекенĕсем Э.Кротовăпа Е.Ефремова, культура çурчĕн ĕçченĕсем Г.Иовлевăпа О.Перлова, библиотека заведующийĕ Л.Пантелеймонова, В.Сергеева фельдшер пынă. Анна Семеновна ячĕпе нумай ăшă та ырă сăмах янăранă.

А.Герасимова Кушăк ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Упăшкасăр тăрса юлнă хĕрарăма ултă ачине ура çине тăратма питĕ йывăр пулнă. Пиччĕшĕсемпе тата аппăшĕсемпе пĕрле Анна тырă акнă, вырнă, утă çулнă, вăрман каснă, килти хуçалăхри ĕçсене тунă.

1939 çулта хĕр шутне кĕнĕ Анна Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Икĕ çултан тăван Кушăка дипломпа таврăннă. Виçĕ çул ачасене пĕлÿ панă. Каярахпа Катекри сакăр çул вĕренмелли шкула куçнă. Кунта вăл çичĕ вĕренÿ çулне ирттернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă П.Герасимовпа паллашнă. Вăл налук агентĕнче ĕçленĕ. 1947 çулта Ачча тата Кушăк ялĕсенче туй кĕрленĕ. Вунă çултан çурт лартнă. Павел Герасимовичпа Анна Семеновна ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ: Всеволод, Клара тата Елена.

Анна Семеновна Ачча шкулĕнче 27 çул тăрăшнă. Чунне парса ĕçленĕ вăл ачасемпе. Вĕсене вăл кашнинех астăвать. Воспитанникĕсем ăна ырăпа аса илеççĕ, уявсем ячĕпе саламлама манмаççĕ. Халĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Всеволодăн çемйипе пурăнать. Анна Семеновна – савăнăçлă, хастар çын. Çу кунĕсенче пулла çÿреме кăмăллать. Куçлăхсăрах вулать, арлать, чăлха-нуски çыхать. Кинĕ Нина каланă тăрăх, хунямăшĕ ăна çипе йĕп çăртине чикме пулăшать. Анна Семеновнăн сакăр мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем вуннăн, чи кĕçĕн мăнукĕсем иккĕн. Пурте вĕсем асламăш-кукамăшне юратаççĕ, нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

А.Герасимован педагогика стажĕ 36 çул. Ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парассинчи çитĕнÿсемшĕн ăна Хисеп грамотисемпе чысланă, "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика