10 февраля 2012 г.
Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районăн чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ пулчĕ.
Райадминистрацин ятарлă программисен секторĕн заведующийĕ О.Егоров иртнĕ çул район территорине тата унта пурăнакансене çут çанталăк тата ытти синкерсенчен хÿтĕлес енĕпе тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, кăçал тумаллисене палăртрĕ. Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ О.Павлов республикăн оперативлă даннăйĕсемпе паллаштарчĕ. Пушарсен, автоаварисен, вĕсенче инкек тÿсекенсен шучĕ ÿснĕ. Кăçал Раççейре Гражданла оборона йĕркеленĕренпе 80 çул çитет. Çак паллă датăна тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленмелле. Доклада сÿтсе явнă çĕре çавăн пекех Канаш хулипе районти пушар хăрушсăрлăхне тытса тăракан пай пуçлăхĕ Ф.Смирнов та хутшăнчĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх пĕтĕмлетÿ ларăвĕсем наградăсем панипе вĕçленеççĕ. Хальхинче те çапла пулчĕ. Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн администрацине иртнĕ çулта çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн Хисеп грамотине пачĕç. Районта гражданла оборона системине çирĕплетес енĕпе çитĕнÿсем тунăшăн районти гражданла оборона ертÿçин В.Софроновăн приказĕпе Канаш районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Л.Васильева, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Г.Ермолаева, район администрацийĕн пĕрлехи диспетчер службин оперативлă дежурнăйĕсем Э.Степановăпа Е.Кочкина Тав çырăвĕсем илчĕç. Чрезвычайлă лару-тăру инкекĕсенчен асăрхаттарнă тата вĕсене пĕтернĕ чухне ял хуçалăх выльăхĕсене хÿтĕлекен служба пуçлăхне А.Степанова, Канаш хулипе районĕнчи пушар хăрушсăрлăхне тытса тăракан пай пуçлăхне Ф.Смирнова, райадминистрацин ятарлă программисен секторĕн тĕп эксперт специалистне Н.Кочкинăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чыс турĕç.
Ларура граждансене çар учетне илессине тата саппасра тăракансене броньăлассине йĕркелес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра палăрнисене хавхалантарчĕç. Ял тăрăхĕсем хушшинче Атнаш ял тăрăхĕ çĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăна Ачча, виççĕмĕшне Кăшнаруй ял тăрăхĕсем йышăннă. Атнашпа Кăшнаруй ял тăрăхĕсене ертсе пыракан П.Тимофеевпа А.Васильевăна, Ачча ял тăрăхĕн тĕп эксперт специалистне М.Порфирьевăна район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне парса хисеп турĕç.
Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ О.Павлов Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадине хастар хутшăннăшăн район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхне В.Павлова, çак пайăн тĕп эксперт специалистне В.Чернова Чăваш республикин Физкультура, спорт тата туризм министерстви тав тунине залра ларакансем патне çитерчĕ.
В.АЧЧА.