08 февраля 2012 г.
(В.И.Чапаев çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле)
Пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, талантлă çар йĕркелÿçи, полководец, Граждан вăрçин легендарлă геройĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа февралĕн 9-мĕшĕнче 125 çул çитрĕ. Ун çинчен тем тĕрлĕ легенда, халап, юрă, илемлĕ произведени, наука кĕнеки çырнă, хаçатсемпе журналсенче пин-пин статья пичетленнĕ.
А.В.Изоркин редакциленĕ, Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă "Василий Иванович Чапаев" (1987) монографи тĕпчевĕ пирĕн паттăр ентеш çинчен туллин те тĕрĕс каласа паракан кăларăм шутланать. Çак монографи кун çути куриччен В.И.Чапаевăн биографине туллин çутатса паракан ĕç пулман. Акă мĕн çинчен сăмах унта.
В.И.Чапаев 1887 çулта Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи Будайка ялĕнче (1940 çултан Шупашкар хулине кĕнĕ) хресчен çемйинче çуралнă. Кĕнекере Чапаев хушамат мĕнле пулса кайни çинчен çырса кăтартни интереслĕ. "В.И.Чапаевăн аслă пиччĕшĕ Михаил Иванович каланă тăрăх, хушаматăн историйĕ вĕсен аслашшĕпе Степан Гавриловичпа çыхăннă. Атăл тăрăх вăрман юхтарнă çĕрте тата Шупашкар пристанĕнчи йывăр ĕçсене тунă чухне Степан Гаврилович час-часах "чапь", "чепь", "чепай" е, урăхла, "цепляй", "зацепляй" тесе кăшкăркаланă. Каярах хăйне те "Чепай" хушма ятпа чĕнме пикеннĕ, вăхăт иртнĕçемĕн хушамат пулса тăнă.
Йывăр пурнăç, выçлăх, ачасем çине-çинех вилнине пула Чапаевсен çемйи 1913 çулта тăван тăрăхпа сывпуллашнă, Самар кĕпĕрнинчи Николаевски уесĕнчи суту-илÿпе ĕçлекен Балаково салине кайса вырнаçнă. Вĕсем чĕрĕк ĕмĕр ытла Бодровка салинче тĕпленсе пурăннă. Тертлĕ ачалăх, хаяр саманари çамрăклăх халăхăн пулас паттăрăн характерне çирĕплетнĕ. Акă мĕн çырать кун çинчен истори наукисен кандидачĕ А.Изоркин журналист: "Тантăшĕсен аса илĕвĕсем тăрăх, питĕ чĕрĕ, тем те пĕлме юратакан ăслă арçын ача пулнă, вăйăсенче ертÿçĕ пулма юратнă... Вася Чапаев аслашшĕн паха енĕсене нумай илнĕ: тĕрĕслĕхе юратни, уçă кăмăллăх, хăюлăх, йывăрлăх умĕнче пуçа усманни".
Василий Чапаевăн ĕçлĕ кун-çулĕ 15 çулта чухне пуçланнă. 1902 çулта вăл Балаковăри Лопатин ал ăстаçин столяр мастерскойĕнче ĕçлеме тытăннă. Икĕ çултан столяр ĕçĕн ăсти И.Г.Зудин патне куçнă. Каярахри çулсенче, платник тата столяр ĕçĕсене лайăх пĕлекенскер, ашшĕпе тата пиччĕшĕсемпе пĕрле Атăл тăрăхĕнчи хуласенче çуртсем, çăнăх авăртакан армансем тунă çĕрте вăй хунă.
1914 çулхи сентябрьте В.Чапаев фронта кайнă. Карпат тăвĕсем çинчи йывăр çапăçусенче икĕ çул хушшинче вăл ополченин 1-мĕш разрядлă ратникĕнчен фельдфебеле çитнĕ. Хаяр çапăçусенче темиçе хутчен аманнă, виçĕ Георгиевски хĕреспе Георгиевски медале тивĕçнĕ.
Василий Ивановичăн çарти мухтавлă çул-йĕрĕ çинчен "Легендарный начдив" (1986) сборникра туллин çырса кăтартнă.
1917 çулта Советсен уесри съездĕнче В.И.Чапаева Самар кĕпĕрнин Николаевски уесĕн çар комиссарне суйланă. Чапаев совет çар искусствинче паллă йĕр хăварнă. Ăнăçлă ирттернĕ çар операцийĕсем, тактика меслечĕсем çар училищисенче вĕрентмелли предметсем пулса тăнă.
В.И.Чапаев А.В.Колчак çарĕпе çапăçнă чухне талантлă та стратегие ăста пĕлекен командир пулнипе уйрăмах палăрнă. Вăл ертсе пынипе 1919 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче 25-мĕш стрелковăй дивизи Ĕпхĕве (Уфа) ирĕке кăларнă, июлĕн 11-мĕшĕнче – Уральска. Çар ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пынăшăн Василий Ивановича Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
1919 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче шурă çар Лбищенск хулинче (хальхи вăхăтра Казахстанри Хĕвел анăç Казахстан облаçĕнчи Чапаев сали) тăракан 25-мĕш дивизи штабне кĕтмен çĕртен тапăннă. Çакăнта В.Чапаевăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл мĕнле вилнине тĕрĕс палăртакан документсем çук...
Гениллĕ полководецăн ятне асра тытса 25-мĕш стрелковăй дивизине унăн ятне панă пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çак дивизи Одессăна, Севастополе фашистсенчен хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Ку йышран 77 çын Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ – И.Кувин, И.Кабалин, С.Андреев, К.Антонов – пирĕн ентешсем.
Граждан вăрçин паттăрĕн ятне халăх манмасть. Унăн ячĕпе урамсем, предприятисем, корабльсем хисепленсе тăраççĕ, Шупашкарта Чапаевăн асăну комплексĕ пур. Халăх паттăрĕн сăнарĕ прозăра, поэзире, ÿнер искусствинче, халăх сăмахлăхĕнче, кинематографире хăйĕн вырăнне тупнă.
В.И.Чапаев çинчен çырнă произведенисемпе статьясем Чăваш Республикин Патшалăх кĕнеке палатинче типтерлĕн упранаççĕ.
И.КАПИТОНОВА,
Чăваш патшалăх кĕнеке палатин тĕп библиографĕ.