08 февраля 2012 г.
Раççей Журналисчĕсен союзĕн "Канаш" хаçат редакцийĕ çумĕнчи пуçламăш организацине йĕркеленĕренпе 30 çул çитсе пырать. Ăна ертсе пыма пуçласа редактор заместительне Алексей Кузнецова лартнă. Малалли çулсенче пултарулăх организацийĕн секретарĕ çырусен пайĕн заведующийĕ Александр Савельев, яваплă секретарь Виталий Алексеев (Ачча), районпа хулан пĕрлештернĕ хаçачĕн редакторĕ Валериан Прокопьев пулнă. 2000 çултанпа организацин рулĕ умĕнче эпĕ тăратăп. Унтанпа Журналистсен союзĕн членĕсен йышĕ 8 çынтан 18 çынна çитрĕ.
Нумаях пулмасть тата тепĕр çын хушăнчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура журналистсен удостоверенине Ю.Ксенофонтова патăмăр. "Канаш ене" вулакансем Юрий Валериановича "Юстици полковникĕ Ю.Ксенофонтов çырса пынинчен" рубрикăпа пичетленсе пынă материалсенчен лайăх пĕлеççĕ. Право темипе те статьясем тăтăшах çырать вăл. Юрий Валерианович юморескăсем хайлать, карикатурăсем ÿкерме ăста. Унăн хайлавĕсем, ÿкерчĕкĕсем пирĕн хаçатра кăна мар, "Капкăн" журналта та пичетленеççĕ.
П.ЕФИМОВ,
Раççей журналисчĕсен союзĕн пуçламăш организацийĕн секретарĕ.