08 февраля 2012 г.
Эрне кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче клуб учрежденийĕсенче ĕçлекенсен семинарĕ иртрĕ. Кун йĕркинче пилĕк ыйту пулчĕ. Семинара районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн директорĕ О.Микушина йĕркелесе-ертсе пычĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Вăл залра ларакансем патне ырă хыпар çитерчĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа культура сферинче ĕçлекенсен ĕç укçийĕ 15 процент ÿснине пĕлтерчĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕнче тата 6 процент хăпартма палăртнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров кăçалхи çул культура ĕçченĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. 2012 çул – Раççей историйĕн çулталăкĕ, авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш районне туса хунăранпа 85 çул çитет. Çак пулăмсем тĕрлĕ мероприяти ирттермелли сăлтавсем пулса тăраççĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" Çыруран тухса тăракан задачăсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ĕçсене вăйлатмалла. Суйлавсене йĕркеллĕ ирттерсе ярас ĕçсене активлă хутшăнмалла.
Архив ĕçĕсен пайĕн секторĕн заведующийĕ Л.Кириллова, номенклатура, çыру ĕçĕсене мĕнле тĕрĕс йĕркелесе пымалли çинчен тĕплĕн, ансат чĕлхепе, мĕн каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа пачĕ.
Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн информатикăпа методика пайĕн заведующийĕ З.Николаева ялсенчи культура учрежденийĕсем иртнĕ çулта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕ, кăçал тума пăхнă мероприятисене тишкерчĕ, Раççей историйĕн çулталăкне, района туса хунăранпа 85 çул тултарнине халалланă стендсене интереслĕрех мĕнле тумалли çинчен сăмах илчĕ, сĕнÿсем пачĕ.
Л.Никифорова методист, куçса çÿрекен клуб учрежденийĕн заведующийĕ Н.Иванова тата халăх хорĕн постановщикĕ Н.Антонова кăçалхи çул республикăра тата районта мĕнле фестивальсемпе конкурссем ирттерме палăртнине семинара килнисем патне çитерчĕç, вĕсене хутшăнма хатĕрленес ĕçсене халех пуçăнма ыйтрĕç. Ĕçре хастар пулнисене наградăсем пачĕç.
В.АЧЧА.