АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирек мĕнле ĕçре те хастарлăхĕпе палăрнă

08 февраля 2012 г.

Çак кунсенче пирĕн редакцие аслă ÿсĕмри типшĕрех кĕлеткеллĕ арçын кĕрсе тухрĕ. "Кам патне пымаллине пĕлеймерĕм-ха, мана Валериан Прокопьевич кирлĕччĕ те", – терĕ пÿлĕме кĕрсен. Эпĕ ăна иртсе ларма каларăм та хăй кам пулнине ыйтрăм. "Василий Якимович Марков эпĕ, çак ал çырăвне сирĕн патăрта хăварас-ши, Прокопьева курсан парăр, тархасшăн", – терĕ вăл. Чăвашла таса, сăпай калаçакан çынна итлеме кăмăллă.

Василий Якимовичпа пуçарнă кĕске калаçуран эпĕ вăл çар çынни пулнине ăнлантăм. Ман куç умне тÿрех пĕлтĕр çуркунне редакцине килнĕ В.Марковпа пĕр çуларахри арçын – Виктор Евгеньевич Евгеньев летчик сăнарĕ тухса тăчĕ. Вăл та Василий Якимович пек ватă пулин те тирпейлĕ, сĕре сăпайлă пулнинчен, сахал сăмахпа нумаййи çинчен каласа пама пултарнинчен тĕлĕнĕччĕ эпĕ ун чухне. Кусем вĕт-ха пирĕн район чăннипех те мухтанма тивĕçлĕ çынсем – çар летчикĕсем.

Василий Якимович Марков Вырăскас Пикших ялĕнче 1934 çулхи майăн 23-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул ялти шкула 1-мĕш класа кайнă.

"Хальхи пекех астăватăп, сентябрĕн 1-мĕшĕ ăшă кун пулнăччĕ. Пире чипер учительница Людмила Николаевна кĕтсе илчĕ. Партăсем хушшине лартса тухрĕ, пирĕн хушаматсене çырса илчĕ, хамăра шкулта мĕнле тытмалли çинчен каласа ăнлантарчĕ. "Ыран шкула сумкасемпе, карçинккасемпе килĕр, пучах пуçтарма каятпăр", – тесе вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне. Вăт çапла пуçланчĕ "вăрçă ачисен" вĕренĕвĕ.

Çичĕ класлă шкула 1948 çулта вĕренсе пĕтертĕм те тăван "Мотор" колхозра ĕçлеме пикентĕм. 1950 çулхи çулла эпĕ комбайнер пулăшуçинче вăй хутăм. Астăватăп-ха, тулă вырса пуçтараттăмăр пулас. Пĕр хĕвеллĕ кун ман патăма шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташăм Леонид Сергеев пычĕ те: "Айта, Вася, хулана каçхи шкула (унта тÿлевсĕрччĕ) вĕренме каятпăр", – терĕ. Çак сăмахсене тахçантанпах кĕтнĕ евĕр хама ток çапнăнах туйса илтĕм. Умра мĕнле йывăрлăхсем пулассине пĕлмесĕрех килĕшрĕм. Ун чухне ялти шкулта пур предмета та чăвашла вĕреннĕ-çке-ха.Тепĕр кунне документсене кайса патăмăр, сентябрĕн 1-мĕшĕнче занятисем пуçланчĕç. Класра парта хушшинче хĕрĕхĕн е ытларах та лараттăмăр. Тепĕр икĕ уйăхран тĕрĕслев ĕçĕсем иртрĕç те чи çирĕпписем те пултаруллисем суйланса юлчĕç пулмалла. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле эпĕ хама класри ытти ачасемпе тан туйма пуçларăм", – çырнă ал çырăвĕнче Василий Якимович.

1953 çулта вăтам шкул пĕтерсен Василий Якимович авиаци училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан 1957 çулта "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕренсе тухсан служба вырăнне – Инçет Хĕвел тухăçне – хăех суйласа илнĕ. Спасск Дальний хулинче инçет бомбардировкăн разведполкĕнче службăра тăнă. Командирсем унăн ĕçне пысăка хурса хакланă: Тав çырăвĕсемпе, парнесемпе хавхалантарнă, икĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн çар академине вĕренме кĕме ирĕк панă.

Экзаменсене ăнăçлă тытса Можайский ячĕллĕ Сывлăш-çар академийĕн (Ленинград хули) вĕренекенĕ пулса тăнă. Çулталăк вĕреннĕ хыççăн 1960 çулта СССР Министрсен Совечĕн постановленийĕпе академие çĕршывăн хĕç-пăшаллă çарĕсен çĕнĕ тытăмне – Стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсен йышне панă. 1964 çулта академирен вĕренсе тухсан комисси Маркова Байконура яма шутланă, анчах та Василий Якимовичăн шухăшне тимлĕн итленĕ хыççăн ядерлă хĕç-пăшал комплексĕн системинче хăварнă. Служба Амур, Чита облаçĕсенче иртнĕ.

1972 çулхи кĕркунне сывлăхне пула ăна çар управленийĕн вырăнти органĕсен системине куçарнă. 1972 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 1977 çулхи июль уйăхĕччен Пăрачкав районĕн çар ĕç комиссариатĕнче çар комиссарĕ пулса ĕçленĕ. Çав çулах июль уйăхĕнче Канашри пĕрлештернĕ çар комиссариатне куçма хушу илнĕ. Ун чухне Канашри комиссариат ĕç дисциплинипе те, служба ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсемпе те палăрса тăман.

Василий Якимович Канаша куçнă вăхăта çапларах аса илет: "Канаша килсен ман çине пысăк ĕç тиенчĕ – республикăри çар комиссариачĕн сборнăй пунктĕнче юсав ĕçĕсем ирттермелле. Ун чухне сборнăй пунктăн хăйĕн штачĕ те çукчĕ. Мĕн пур ĕçе призывсем хушшинчи тапхăрта Канашри çар комиссариачĕн вăйĕпе пурнăçланă. Пĕр тăхтаса тăмасăр сборнăй пункт йĕри-тавра тытнă 2,4-3,2 метр çÿллĕш кирпĕч хÿмене улăштармаллаччĕ. Кĕрхи призывччен санпропуск çуртне туса пĕтерме тĕллев лартрăмăр. Ĕç нумай пулнă, пурне те вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă. Кĕркуннеччен 350 тонна çĕр кăмрăкĕ хатĕрлесе хутăмăр, кочегаркăри котелсене юсаса пĕтертĕмĕр...

Ĕç нумаййине пăхмасăрах çар комиссариачĕн çĕнĕ çуртне тумаллине питĕ лайăх ăнланса илтĕм. Канашри комиссариат стратеги пĕлтерĕшлĕ артиллери снарячĕсем валли 1914 çулта тунă пĕр хутлă йывăç çуртра вырнаçнă пулнă".

Вăхăт иртнĕ. Василий Марков çар комиссариачĕн çурчĕ валли проект ĕçĕсем туса ирттерме укçа-тенкĕ тупма пултарнă. "СУ-6" строительство управленийĕн директорĕпе В.Волковпа çурта тума пуçласси çинчен те калаçса татăлнă, ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем пулас çук тесе шутланă. Йывăрлăхсем каярах сиксе тухнă. СССР Политбюро тата Министрсен Совечĕн Постановленийĕ административлă çуртсем тума нимĕнле укçа-тенкĕ пулăшăвĕ те пулмалла марри çинчен çирĕплетнĕ. Василий Якимович Мускава çитет, СССР тата РСФСР Госпланĕсене, стройбанксене кĕрсе тухать, пур çĕрте те асăннă Постановление кăтартаççĕ.

Канаша таврăнсан В.Марков РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕпе Симоновпа тĕл пулма шутлать. Кирлĕ хутсене маларах хатĕрлесе хурать те тепĕр хут Мускава çул тытать. Телее, депутат ĕç вырăнĕнчех пулать. Василий Якимовичăн докуменчĕсемпе тĕплĕн паллашать, хăй патне килнĕ çынна тимлĕн итлет те çавăнтах СССР Совминĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Алиев патне шăнкăравлать. Ку та хăй вырăнĕнчех пулать. Хайхискер: "В порядке исключения разрешить..." – тесе резолюци хурать. Çапла вара В.Я.Марков çине тăнипе тунă Канашри çар комиссариачĕн çурчĕ миçемĕш теçетке çул ĕнтĕ яшсене салтак тумне тăхăнтартать.

Каярахпа Василий Якимович парткомисси председателĕнче, профсоюз активĕнче, "АИС" фирма директорĕн çумĕнче вăй хурать. Яланхиллех пултаруллă, тăрăшуллă, çавăнпах ĕнтĕ ăна "ВАЗ-21083" çăмăл автомашина парса чысланă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çулпа танлашать. Халĕ те ахаль лармасть çар службин ветеранĕ, хĕлле килте тăрмашать, çулла дачăра çĕр çинче ĕçлесе чунне килентерет.

И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика