08 февраля 2012 г.
Райпо сетĕнче тата тепĕр лавкка хушăнчĕ. Иртнĕ эрнере Уçырма çыннисем куллен кирлĕ таварсем туянма çĕнĕ лавккана пычĕç. Çак паллă кунпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, райадминистрацин ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, райпо канашĕн председателĕ В.Павлов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов саламларĕç.
Салам сăмахĕсем хыççăн лавкка алăкĕсем яриех уçăлчĕç. Кунта ăшă та хăтлă, çутă. Туянма пынисем хăйсем суйласа илнĕ таварсемпе кăмăллă юлчĕç, района ертсе пыракансене çакăн пек лавкка уçса панăшăн тав турĕç. Кашниех асăнмалăх парнеллĕ пулчĕ.
А.ТЯМИНА.