АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕпе хĕрĕ

08 февраля 2012 г.

Культура сферинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илнисем хушшинче хулари Культура керменĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн тата "Россияночка" вокал ансамблĕн ертÿçи И.Кириллов та пур. Вăл музыка пĕлĕвне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче илнĕ. Иван Николаевич – СССРти баянистсен конкурсĕн лауреачĕ. Республикăра ирттернĕ музыка фестивалĕсене хутшăннă, темиçе хутчен те лауреат пулнă.

Иван Николаевичăн хĕрĕ Елена унăн çулĕпе кайнă. Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех ачасен ÿнер шкулĕнчен "пиллĕк" паллăсемпе вĕренсе тухнă. Фортепьяно, аккордеон лайăх калать. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ пĕлĕвне Канашри педагогика колледжĕн музыка уйрăмĕнче ÿстерет.

2007 çулта Лена хăйĕн ĕçĕсене регионсем хушшинчи пĕрремĕш "Этнойăласем тата ку чухнехи вăхăт" конкурса тăратса диплома тивĕçнĕ. "Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхене пĕлни пурне те кирлĕ", "Золотое руно", "Русский медвежонок" "British Bulldog" конкурссене хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем пур. Республикăра студентсем хушшинче ирттернĕ фестивальсенче, конкурссенче, наукăпа практика тата наукăпа профилактика конференцийĕсенче пултарулăхĕпе палăрнă. Спортпа мĕн пĕчĕкрен туслă. Хулара, республикăра çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе ирттерекен ăмăртусенче лайăх кăтартусем тăвать. Вĕренÿре "пиллĕк" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.

Иртнĕ çулхи пуш уйăхĕнче Елена Кириллова "Суйлав правин тата процесĕн никĕсĕсем" программăпа йĕркеленĕ курсра вĕреннĕ. Ăна Канаш районĕн территори суйлав комиссийĕн çамрăксен суйлав комиссийĕн председательне лартнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика