08 февраля 2012 г.
Республикăра Раççей Президентне суйлас тĕлĕшпе халăх штабĕ ĕçлеме пуçлани çинчен пĕлтернĕччĕ. Ун ертÿçи – пирĕн ентеш, Раççей Геройĕ, авиацин саппасри генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов. Вулакансенчен чылайăшĕ ун ятне илтнĕ-ха, çапах кун-çулĕн хăш-пĕр саманчĕсем çинчен халăх пĕлсех каймасть. Çавăнпа унпа тĕплĕнрех паллашни пăсмĕ.
– Николай Федорович, халăх штабне ертсе пыма шанни сирĕншĕн кĕтмен çĕртен пулчĕ-и;
– Мускавра пурăнни эп чăвашран писнине пĕлтермест. Шупашкар маншăн чи çывăх хула, тăвансем, туссем кунта.
– Эсир Путина вертолетпа темиçе те илсе çÿренĕ, Кавказран вĕçнĕ чухне кăткăс лару-тăрусене те лекнĕ...
– Тем те пулнă. Çĕршыв пуçлăхне палăртнă çĕре илсе çитересси – калама çук пысăк яваплăх. Ку ĕçе мана шанни пысăк чыс. Кăткăс самантсенче кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕпе тĕлĕнтерчĕ хальхи премьер. Пысăк çынпа сăмах хушма та шикленерех тăратăн, вăл вара летчиксемпе хăй калаçу пуçаратчĕ. Пĕррехинче Махачкаларан Сочие вĕçетпĕр. Унта Лукашенко кĕтет-мĕн. Кабинăна Путин кĕчĕ те: "Итлĕр-ха, тет, – аэропортра ансан шăв-шав нумай, машинăсен кортежĕ тата ытти те. Атьăр-ха тÿрех ман резиденцие анса ларăпăр". Пит ăш пиллĕ, хăйне мăнна хуман çын вăл.
– Паллă теллеертÿçе Леонид Якубовича вертолетпа вĕçме Гаврилов вĕрентнĕ теççĕ. Тĕрĕсех-и;
– Туслă эпир унпа. Ăсталăха ман патра вĕренчĕ. Çав тери кăмăллă çын. Чăвашсене питĕ хисеплет. Февралĕн 10-мĕшĕнче Шупашкара килмелле вăл, тÿпесĕр пурăнайманскер. Çул çÿрев программи анлă.
– Герой ятне панине хăвăр ентешсем еплерех кĕтсе илчĕç;
– Пĕлетĕр-и, хамăр ялти кÿршĕсем анне патне каçнă та çапларах каланă пулать: "Чечняра вăрçă пырать, ывăлу унта паттăр ятне тивĕçни çинчен ялта калаçса ан çÿре. Килсе пĕтĕм тăванусене пуç касса кайĕç тата. Турă сыхлатăр пире инкекрен".
– Службăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартмалли самантсем тупăнсах пынă пуль...
– Кăнтăр полюсне вĕçсе темиçе хут вилĕм хапхи умĕнче тăнине нихăçан манас çук. Çав хăрушлăха пĕлсех вĕçетпĕр вĕт. Машинăна хамăн шалти организма пĕлнĕ пекех лайăх туйнипе çăлăнса юлтăмăр мар-и;
Раççее илсен, паян ун таппине ыттисенчен аванрах чухлакан, халăха тĕрĕс çул кăтартакан çын шăпах Путин. Нумай йăнăш утăмран хăтарĕ вăл пире, çавăнпа вăл çăтмах пурнăç шантармасть, пурин те вăй хурса ĕçлемеллине аса илтерсех тăрать.
– Суйлавра паллă артистсемпе спортсменсене те туртса кăлараççĕ. Халăх штабĕнче кам-кам;
– Тĕрлĕ професси çыннисем – çирĕме яхăн. Обществăлла майпа ĕçлетпĕр эпир, шалу тÿлемеççĕ.
– Эсир Путинпа темиçе те курнăçнă, калаçнă. Вăл çĕнтерессе çирĕп шанатăр-и;
– Шанман-ĕненмен пулсан çак яваплă ĕçе пуçăнмăттăм.
– Хамăрăн паллă çынсем яла тухсан халăхпа тăван чĕлхепе калаçманни сисĕнет.
– Тĕрĕс асăрхаттару. Малашнехи ĕçре кăна шута илĕпĕр.
– Чи ăста летчик пулнипе сирĕн чаплă чиркÿсен тăррисене тата ылтăн хĕрессене вырнаçтарас ĕçе те хутшăнма тÿр килнĕ. Турă сăвапĕ кулленхи ĕçре пулăшатех ĕнтĕ;
– Çапла пуль. Ăнăçу пĕтĕмпех çынран килет. Çитес суйлавра пирĕн çынсем тĕрĕс çул суйласа илесси пирки иккĕлентермест.
В.ГРИГОРЬЕВ
çырса илнĕ.