08 февраля 2012 г.
Район администрацийĕн тĕрлĕ службин ертÿçисемпе, пайĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, специалисчĕсемпе нарăс уйăхĕнчи анлă ларăвĕ иртрĕ. Яланхи пекех ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ. Кун йĕркинче – пилĕк ыйту. Лару ĕçне Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ О.Павлов хутшăнчĕ.
Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов никам та йышăнман çĕрсене регистрацилессипе çыхăннă мерăсем çинчен каласа пачĕ. Иртнĕ çул çавăн пек çĕрсем камсен пулнине çирĕплетекен списоксене район хаçатĕнче пичетлесе кăларнăччĕ. Палăртнă вăхăт иртсен вĕсене суда тăратнă. Анчах та явап тытакансенчен нумайăшĕ вилнĕ пирки унта çак ĕçсене пăхса тухма килĕшмен. Паллах, саккуна пăсни ырă патне илсе çитермест. Çĕрсене шута илес ĕçе малалла тума вилнине ĕнентерекен хутсем кирлĕ. Вĕсене вара тăванĕсен памалла, вĕсенче те çук е вĕсем çĕршывăн инçетри кĕтесĕсенче пурăнаççĕ пулсан район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕнче шыраттармалла. Никам йышăнман çĕрсене регистрацилесси малтанласа çăмăл пек туйăннă ĕç йывăрланса кайнă. Апла пулин те, пуçăннă ĕçе вĕçне çитермеллех. Çĕр пайĕ илнисем районта 19385-ĕн, вĕсенчен 9 пинĕшĕ ытла – никам та ыйтманнисем, вĕсемпе усă курмаççĕ, хыт-хура айĕнче лараççĕ. Çак çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 16 пин гектара яхăн.
Районăн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницăн тĕп врачĕ Р.Федорова "Районта 2010-2020 çулсенче социаллă пурнăç пĕлтерĕшлĕ чирсене асăрхаттармалли тата вĕсемпе кĕрешмелли программăн "ВИЧ-инфекци" хушма программи мĕнле пурнăçланса пыни çинчен доклад турĕ. Вăл илсе кăтартнă цифрăсемпе фактсем самаях тарăн шухăша яраççĕ. СПИДпа чирленисем 2010 çулта районта тăваттăн пулнă пулсан, пĕлтĕр 13 çитнĕ. Пĕтĕмпе çак хăрушă чирпе аптракансем 56-ăн шутра тăраççĕ, 8-ăн вилнĕ.
Мартăн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президентне суйлатпăр. Вăл мĕнле иртнине кăмăл пуррисем он-лайн мелĕпе сăнама пултараççĕ. Суйлав участокĕсенче видеотрансляци йĕркелеççĕ. Çак ĕçе мĕнле тумалли çинчен "Ростелеком" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн Канашри çыхăну узелĕн хулапа районти телекоммуникацийĕн техникисене эксплуатацилекен центрĕн пуçлăхĕ О.Анисимов каласа пачĕ. Ку енĕпе кашни участокрах яваплă çынсене çирĕплетмелле. Маларах вĕсене видеотрансляцие мĕнле ĕçлеттермеллине вĕрентĕç. Пĕтĕмпе икĕ видеокамера пулать: пĕри бюллетеньсем ямалли ещĕке, каярахпа бюллетеньсене шутланине, тепри суйлав комиссийĕн членĕсен ĕçне кăтартĕ. Мĕнле те пулин кăлтăк сиксе тухас е мĕн те пулин ванас пулсан çийĕнчех юсама ятарлă бригада йĕркеленĕ.
Чăваш Республикинчи 1176 суйлав участокĕнчен 1159-ăшне çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерĕç. Видеосăнав ирттермелли программа-аппарат комлексĕсене илсе килнĕ те ĕнтĕ: пĕтĕмпе 1316. Асăннă оборудование вырнаçтарнă чухне (ку енĕпе "Ростелекомра" тăрăшакансем ĕçлеççĕ) сасăлав вăрттăнлăхне сыхласа хăвармаллине те шута илĕç. Программа-аппарат комплексĕсене хăрушсăрлăх тĕллевĕпе ятарлă ещĕке – вандалсем çĕмĕрейменнине – хураççĕ. Хальхи вăхăтра видеокамерăсене районсене валеçеççĕ. Нарăс уйăхĕ вĕçлениччен вĕсене пурне те палăртнă участоксенче вырнаçтармалла, Интернетпа çыхăнтармалла.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова Пенси законодательствинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. 2000-2011 çулсенче пенси 6,1 хут ÿснĕ. Перекет банкĕн консультанчĕ Д.Белков кредит карттисемпе епле усă курмаллине ăнлантарса пачĕ.
Юлашки вăхăтра ялсенче хуçасăр йытăсем çапкаланса çÿрени çинчен тăтăшах илтме пулать. Уйрăмах вĕсем шкул ачисемшĕн, ватăсемшĕн хăрушă. Районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ А. Степанов çапкаланса çÿрекен анчăксемпе кушаксене тытасси мĕнле пыни çинчен тухса каларĕ. Ку енĕпе Ачча, Шăхасан, Вăтакас Кипеч, Вăрăмпуç, Чакаç, Карăклă ял тăрăхĕсем аван ĕçленине палăртса хăварчĕ.
Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ.
В.АЧЧА.