03 февраля 2012 г.
Кăрлач уйăхĕн юлашки шăмат кунĕнче Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕнче кунтан тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисен тĕл пулу каçĕ иртнĕ. Уява шкул администрацийĕ йĕркеленĕ.
– Тĕл пулăва çын нумай пуçтарăнчĕ. 5 çултан пуçласа 45 çул каялла шкул вĕренсе пĕтернисем таранах килнĕ. Шкул ачисем питĕ лайăх концерт хатĕрленĕ, вĕсен пултарулăхне курма, чăнах та, шутсăр кăмăллă пулчĕ, – тет çак ялта çуралса ÿснĕ Афганистан вăрçин ветеранĕ Герман Николаев. – Шкул директорĕ Анатолий Петрович Кириллов, пире пĕлÿ панă учительсем, халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура, выпускниксем тĕл пулу ячĕпе ăшă сăмахсем тухса каларĕç, шкул вăхăчĕсене ăшшăн аса илчĕç, вĕрентекенсене тав турĕç. Аякри хуласенчен килнисем те чылаййăнччĕ. Шкулти музейпа паллашрăмăр. Унта пирĕншĕн интересли, пĕр-пĕринпе сÿтсе явмалли чылай пулчĕ.
Герман Петрович хальхи вăхăтра "Мост" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн директорĕн çумĕ пулса ĕçлет. Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕнчен 32 çул каялла вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă, салтак тивĕçне Демократиллĕ Афганистан Республикинче пурнăçланă. Вăрçă вутне тÿссе ирттернĕскер, хăй пек "афганецсен" шухăш-кăмăлне лайăх ăнланать. Республикăри "Афганистан ветеранĕсен Раççейри Союзĕ" пĕрлешĕвĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕн çумĕ те вăл. Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнче Афганистанри тата Чечняри çапăçусене хутшăннисем сахаллăнах мар. Вĕсене ял-йышăн, уйрăмах шкул ачисен ятран пĕлмелле. Тĕрĕссипе, кун пек çынсем кашни ялтах пур.
– Хамăр шкултан вĕренсе тухнă, "вĕри точкăсенче" салтак тивĕçне пурнăçланă ентешсене хисеплесе "...По дорогам Афгана и Чечни..." ятлă стенд хатĕрлесе çакрăмăр. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре унăн тивĕçлĕ вырăн йышăнмаллах. Ялти "афганецсене" Александр Семенова – "Ветеран войны Афганистана", Юрий Александрова – "20 лет выводу Советских войск из Афганистана", Владимир Федорова "Российский Союз ветеранов Афганистана" медальсемпе наградăларăмăр.
Савăнăçлă пай вĕçленсен пĕр çултисем хамăр вĕреннĕ класа пуçтарăнтăмăр, тĕл пулу малалла тăсăлчĕ. Аса илмелли, пĕр-пĕрне каласа кăтартмалли нумай пулчĕ. Ырă-çке шкулти вăхăтсене куç умне кăларма. Хаваслă ачалăха таврăнсан çитĕннĕ пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсем те вăхăтлăха манăçаççĕ. Учительсем вара пирĕншĕн паян та аслă юлташ вырăнĕнче, вĕсем пирĕн çитĕнÿсемшĕн савăнаççĕ, йывăрлăха лексен - хурланаççĕ. Сывлăх пултăр учительсен, – терĕ Герман Петрович калаçăва вĕçлесе.
И.ВЛАДИМИРОВА.