03 февраля 2012 г.
Çĕнĕ çулхи кану кунĕсенчен пĕринче Çăлпуç ялĕнчен 10 çынна "васкавлă пулăшу" машинипе районăн тĕп больницин инфекци уйрăмне леçнĕ. Вĕсем пурте çине-çинех хăстарнине, вар витти пĕр вĕçĕм тула хăваланине, температура пысăк пулнине, вăй çуккине каланă. Пирвайхи диагноз кăтартăвĕ: çынсем апат-çимĕçпе наркăмăшланнă. Роспотребнадзор тата гигиенăпа эпидемиологи Центрĕн специалисчĕсем ирттернĕ тĕрĕслевсем тăрăх, Çăлпуç ялĕнче пурăнакан 10 çын январĕн 1-мĕшĕнче пĕр-пĕрин патĕнче хăнара пулнă. Çĕнĕ çул уявĕнчен юлнă килте хатĕрленĕ тĕрлĕрен торта, салата, ытти апат-çимĕçе астивнĕ.
Чирлĕ çынсен калне лабораторире тĕпченĕ хыççăн сальмонелла микробне тупса палăртнă, çавна пула вĕсем вуннăшĕ те сальмонеллезпа чирлĕ пулнине палăртнă.
Сальмонеллăсем çут çанталăкра хăйсене лайăх туяççĕ. Шывра 5 уйăх таран, тăпрара çур çулччен, кайăк-кĕшĕк ашĕнче çулталăк е ытларах та пурăнма пултараççĕ. Сĕтре 20 куна яхăн, кефирта пĕр уйăх, услам çура тăватă уйăх пурăнаççĕ. Сырта сальмонелла çулталăк таран пурăнаять, çăмартаран тунă порошокра – 3-9 уйăх, çăмарта хуппинче – 17-24 кун. 70 градус вĕрире сальмонеллăсем 5-10 минутранах вилеççĕ, çăмартана пĕçернĕ чухне – 4 минутран. Сĕтре тата аш-какай продукчĕсенче нумай вăхăт тытăнса тăраççĕ кăна мар, продукта сиен кÿмесĕр питĕ хăвăрт аталанаççĕ.
Сальмонеллез этем организмне ытларах чухне апат урлă лекет. Чир аталанăвĕнче тĕп вырăнта аш-какай, çăмарта тата сĕт-çу продукчĕсем. Чир темиçе сехетрен пуçласа икĕ кун хушшинче аталанса çитет.
Чир йывăррăн пуçланать: температура хăпарса каять, пуç ыратать, шăм-шак сурать, вăй çук, кăмăл пăтранать, час-час хăстарать, шыв пек чĕкĕрттерет, каяш кăпăклă, симĕсрех тĕслĕ, питĕ шăршлă тухать.
Ăш-чик çакăн пек нушаланнă хыççăн ăна вăй илме сиплев апатланăвĕ кирлĕ. Йÿçнĕ юр-вар, пахча çимĕç (кишĕр, çĕр улми) тата улма-çырла (пан улми, банан) çиме тăрăшмалла. Вĕсем токсикоза, чире хăвăртрах ирттерме пулăшаççĕ. Кишĕрпе пан улми уйрăмах усăллă, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен хытă тытăмĕпе пыршăлăхри сиенлĕ япаласене тасатса кăлараççĕ.
Сальмонеллезпа чирлĕ çынсен пăрçа, чĕкĕнтĕр, хăяр, йÿçĕтнĕ купăста, редис çиме тăхтамалла. Çавăн пекех апельсин, мандарин, груша, слива, виноград та çиме сĕнмеççĕ. Арбуз, хура çырла, лимон çиме юрать. Тĕрлĕ çырларан вĕретнĕ кĕселсем, компотсем, шывпа пĕçернĕ хура тул, рис, маннă пăттисем усăллă. Чиртен сывалса çитиччен пылак çиме тăхтамалла. Çуллă какай, пулă, вĕретмен сĕт çимелле-ĕçмелле мар. Апата лайăх пĕçерсе тата вĕретсе çимелле. Диета мĕн вăхăта пырасси чирлĕ çын мĕнле сывалса пынинчен килет. Анчах та, кирек епле пулсан та сывалса çитнĕ хыççăн тата темиçе кун диетăна пăхăнни аван.
Сальмонеллезпа чирлес мар тесен апат хатĕрленĕ чухне санитарипе гигиена правилисене тата харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнмалла.
А.АФАНАСЬЕВА, эпидемиолог врач пулăшуçи.