АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте-анне чĕлхине хисеплеми пулсан пархатарсăра тухатпăр

03 февраля 2012 г.

Шăмат кун Чăваш наци конгресĕ хула администрацийĕн Пысăк залĕнче кустри семинар-тĕлпулу ирттерчĕ. Унта Канаш районĕпе хулинчи, Тăвай, Куславкка тата Вăрнар районĕсенчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине, музыкăна, физкультурăна вĕрентекенсем, культура тата пичет ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Тĕлпулăва ЧНК президенчĕ Г.Архипов, конгресăн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ, "Чăваш тĕнчи" хаçатăн тĕп редакторĕ К.Портнов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Лукьянов, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров килчĕç. Калаçу, тĕпрен илсен, çитĕнекен ăрăва патриотизма туйма, Тăван çĕршыва, Чăваш Ене юратма вĕрентесси, тĕрĕс воспитани парасси çинчен пычĕ.

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Г.Н.Волков ячĕллĕ этнопедагогикăн наука тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ К.Портнов ачасене патриотизмла воспитани парасси çинчен доклад туса пачĕ. Трибуна умне ЧНК президенчĕ Г.Архипов тухрĕ. Вăл чăваш халăхĕн гимне юрлама пуçласан ун çумне залри халăх хушăнчĕ. Авалтан пыракан "Алран кайми аки-сухи..." мăнаçлăн янăрарĕ. Геннадий Николаевич конгресăн иртнĕ çулхи ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, юлашки çырав тăрăх çĕршыври чăвашсен йышĕ 200 пин чухлĕ чакнине пĕлтерчĕ. Ман шутпа çакăн сăлтавĕсенчен пĕри – хăш-пĕр чăваш хăй чăваш пулнине йышăнманни. Çĕршывăн пысăк хулисенче пурăнакан ентешсем мĕнле наци пулнине кăтартасшăн мар, çине тăрсах вырăссен шутне кĕресшĕн.

Хальхи вăхăтра хăш-пĕр ертÿçĕсем, патшалăх службин ĕçлевçисем чăваш чĕлхине иккĕмĕш сорт вырăнне хума тăрăшни чылайăшĕн кăмăлне хуçать, пăшăрхантарать. Çак туртăм шкулсенче те сисĕне пуçларĕ тенине те илтме пулать. Чăваш чĕлхин, тăван ен предмечĕсен сехечĕсене сахаллатас текенсем те çук мар. ЧНК президенчĕ Г.Архипов çакăн пек пулăмсем амаланма тытăнсан, тĕслĕхсем сиксе тухсан çийĕнчех наци конгресне хыпарлама ыйтрĕ, мĕн пĕлтерни асăрхамасăр, çирĕп мерăсем йышăнмасăр юлмасса шантарчĕ.

Шкулта пулса иртекен мероприятисенче илемлĕ юрă-кĕвĕ уяв витĕмне тата та уçăмлатать. Анчах та концертсен репертуарĕнчи чăваш юрри-ташши питĕ сайра пулать. Музыка урокĕсенче чăваш халăх юррисене вĕрентни питĕ усса пымалла. Ача чухне юрлаттарни мĕн ватăличчен асран тухмĕ. Кĕреке хушшинче ларнă чух тăван-пĕтен чăваш юррине шăрантарнă чухне вĕсемпе пĕрле эсир те савăнатăр, çăвар уçмасăр ларса иккĕ илнĕ шкул ачи пек лайăхмарланса шăп лармăр. Ташланă чухне те сирĕнтен хавасли никам та пулмĕ.

Кашни халăхăн хăйĕн кĕрешĕвĕ пур. Чăвашсен те кĕрешес ăсталăха кăтартмалли мелсем тем чухлех. Вĕсене мĕншĕн-ха çитĕнекен ăрăва "парнелес" мар. Çакна тума вара физкультура урокĕсем, спорт секцийĕсем пулăшĕç.

Кăçалхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче "Хыпар" хаçатра В.Путин премьерăн "Раççей: наци ыйтăвĕ" статйи пичетленсе тухрĕ. Г.Архипов çак статья çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Унта хускатнă тĕп ыйтусем çĕршыври кирек хăш халăх шăпипе çыхăннă, вĕсене пĕлсе, çиччĕ виçсе пĕрре касни, кашнин интересĕсене шута илсе татса пани Раççейĕн паянхи тата пуласлăхри кун-çулне уçăмлăх кĕртĕ.

Чăваш эстрадин паллă юрăçи Стас Владимиров репертуарĕнчи "Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç" юрра илтмен чăваш çуках пуль. Вăл – Пушкăрт Республикинче пурăнакан чăвашсен ĕлĕкхи юрри. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш наци радиовĕнче наци конгресĕн пурнăçĕпе, хастар çыннисемпе паллаштарса тăракан В.Лукьянов тата конгресс президенчĕ Г.Архипов çак юрра шăрантарса залри халăха савăнтарчĕç. Паллах, вĕсене пулăшакансем те тупăнчĕç.

Залран ыйту паракансем те пулчĕç. Вĕсем тăван ен урокĕсене сыхласа хăварасси, вун çичĕ томлă чăваш словарьне хатĕрленĕ ăсчаха Н.Ашмарина, Ухсай Яккăвне асăнса палăк лартасси, чăваш чĕлхипе литературин кабинечĕсене пуянлатасси, вĕсене шкулти чи лайăх кабинетсем тăвасси çинчен пулчĕ. Ялти шкулсенче вырăс чĕлхине наци шкулĕсен программипе вĕрентеççĕ. Çак предметпа вара патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне вырăс шкулĕсем валли хатĕрленĕ программăна тĕпе хурса тыттарнипе чылайăшĕ кăмăлсăр пулни сисĕнет. Вырăнта татса пама май пур ыйтусене район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров хуравларĕ.

Чăваш чĕлхи – чи ватă чĕлхесенчен пĕри. Çак чĕлхепе калаçакансен историйĕ пысăк пулăмсемпе пуян, кун-çулĕ тумхахлă, çав хушăрах пархатарлă та. Чăвашлăха хамăрăнах упрамаллине яланах асра тытасчĕ.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика