АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашран медальпе таврăннă

03 февраля 2012 г.

Канаш хулинче "Строй - Сити" магазин парнисене йĕлтĕрпе чупса çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттернĕ. Унта Хучел ял тăрăхĕнчи "Хучель" спорт клубĕн 8 воспитанникĕ хутшăннă. Ăмăртăва вĕсене физкультура учителĕ В.Федоров тата Г.Евлампьев предприниматель хатĕрленĕ.

Хучелĕн икĕ йĕлтĕрçи икĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсем – 9-мĕш класра вĕренекен Маша Иванова тата 4-мĕш класа çÿрекен Зина Чумакова. Магазин директорĕ О.Хрисанов мала тухнисене медаль, диплом тата "пылак" парне панă.

Нарăсăн 5-мĕшĕнче, вырсарни кун, йăлана кĕнĕ "Хучелти йĕлтĕр йĕрĕ – 2012" ăмăрту пулать.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика