АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашнехи ĕçсене палăртрĕç

03 февраля 2012 г.

"Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхре районти ял хуçалăх организацийĕсене ертсе пыракансен канашлăвĕ иртрĕ. Унта ферма тата ветеринари участокĕсен заведующийĕсене те чĕннĕ.

Канашлăвăн практикăлла пайĕнче пĕрлĕх ертÿçи В.Ефимов сĕт-çу комплексĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Хуçалăх сĕт суса илессипе районта малта пырать. Кашни ĕне талăкра вăтамран 15,1 килограмм сĕт антарать. Витесенче таса та çутă. Выльăх апачĕ çителĕклĕ, рацион пуян.

Канашлу малалла Пайкилт ял тăрăхĕн администрацийĕн актовăй залĕнче тăсăлчĕ. В.Ефимов хăй ертсе пыракан предприятин финанспа хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче иртнĕ çулта тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр районĕпе сĕт 4821 тонна хатĕрленĕ. Чылай хуçалăхра сăвăм ÿснĕ. Сăмахран, "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, "Цивиль", "Нектар", "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче.

Районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ Н.Андреева район территорийĕнчи эпизооти енĕпе лару-тăру мĕнле пулни çинчен каласа пачĕ. Канашлура çавăн пекех районăн тĕп агрономĕ В.Долгов тухса калаçрĕ. Вăл ÿсен-тăран ÿстерекен отраслĕн иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ, кăçал тумалли ĕçсене палăртрĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен тĕп специалист эксперчĕ В.Воробьева субсиди илмелли йĕркепе паллаштарчĕ. Районти патшалăх техсăнавĕн аслă инспекторĕ А.Петров техтĕрĕслевсене мĕнле йĕркепе ирттерни çинчен сăмах илчĕ. Перекет тата ял хуçалăх банкĕсен представителĕсем В. Ижендеевпа Т.Волков кредит илмелли правилăсене ăнлантарса пачĕç.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика