03 февраля 2012 г.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕнче ĕçлекенсен ушкăнĕ вырăна тухса пенсипе тивĕçтерес тата пенсие страхлас енĕпе çыхăннă ыйтусемпе халăха йышăннă. Ушкăнра – управлени пуçлăхĕ Л.Борисова, пай пуçлăхĕ Т.Лисицына, пайăн тĕп эксперт специалисчĕ М.Матвеева, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова тата унăн çумĕ С.Барамышникова.
Атнаш ялĕнче вĕсем ача садĕнче тата шкулта пулнă. Калаçу пенси законодательствине кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен кĕртнĕ улшăнусем пирки пынă. Шăхасанта район больницинче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. С.Барамышникова пенси парассипе çыхăннă çĕнĕ саккунсен тĕп положенийĕпе паллаштарнă. Т.Лисицынапа М.Матвеева медицина ĕçченĕсене пенсипе тивĕçтерес енĕпе консультацисем панă.
Кăнтăрла иртсен управленин административлă çуртĕнче "çавра сĕтел" йĕркеленĕ. Унта патшалăх службинче, чукун çул çинче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕсен, хулари тата районти ĕç ветеранĕсен канашĕсен, инвалидсен обществин, "Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн районти канашĕн тата ытти организацисен представителĕсем хутшăннă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова халăхăн тĕрлĕ категорине мĕнле çăмăллăхсем пани çинчен каласа панă. Управлени пуçлăхĕ О.Петрова кăçал тунă ĕçсем тата малашнехи плансем çинче чарăнса тăнă. Перекет банкĕн специалисчĕ Е.Суханова перекет карттисем илмелли условисем пирки тĕплĕн ăнлантарнă. Паллах, ыйту та нумай пулнă. Пенси фончĕн управленийĕн ĕçченĕсем вĕсенчен пĕрне те хуравсăр хăварман.
А.ВИТАЛЬЕВ.