03 февраля 2012 г.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх – Раççей Федерацийĕн Правительствин кăçалхи кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 4-мĕш йышăнăвĕпе нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче ватлăхри, инвалидлăхри, тăрантаракана çухатнипе паракан ĕç пенсийĕсене 7 проц. ÿстернĕ.
– Ĕç пенсийĕсене инфляцие шута илсе çулленех индексацилеççĕ. Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх унăн чăн шайĕ 6,1 проц. танлашнă, – çирĕплетет РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева. – Раççей Правительстви вара пенсисене 7 проц. ÿстерчĕ.
Çавна май ватлăхри ĕç пенсийĕсем Чăваш Енре вăтамран 550 тенкĕ хăпарса 8500-пе танлашрĕç. Вĕсене республикăри пенсионерсен 92 проц. илсе тăрать.
– Тăватă çул каялла кăна-ха пирĕн республикăра унăн вăтам виçи 3700 тенкĕ пулнă. Асăннă тапхăрта çĕршывра аслă ăру çыннисен пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе витĕмлĕ мерăсем йышăннă: ĕç пенсийĕсене валоризациленĕ тата экономика аталанăвне кура çуллен планпа килĕшÿллĕн пысăклатса пынă. Çавна май вĕсем вăтамран 2,5 хут ÿснĕ, – палăртать Роза Кондратьева.
Кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче 316 пин çыннăн пенсийĕ хăпарчĕ. Паллах, кашнин хушăмĕ тĕрлĕрен, пенси виçине кура эппин.
Нарăс уйăхĕнчи ÿсĕме пула республикăра пенси тÿлевĕн тăкакĕсем уйăхсерен 170 млн тенкĕ нумайланса 2,8 млрд тенке çитеççĕ.
Ĕç пенсине 2012 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче татах пысăклатма палăртнă. Ун чухне социаллă пенсисене, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевне тата соцпакет хакне хăпартаççĕ.
В.ИЛЬИНА.