01 февраля 2012 г.
Сиккассинчи илемлĕх пултарулăхĕн центрĕн аслă та çутă залĕн сцени çине "Асам" ансамблĕн членĕсем Алексей Мурзуков, Сергейпе Вячеслав Шпаковсем тухрĕç. Вĕсем "Моя Россия" юрра шăрантарчĕç. Арçынсен хăватлă сасси итлекенсен кăмăлĕсене хускатрĕ, юратнă Раççейпе мăнаçлантарчĕ. Çак юрă Раççей историйĕн çулталăкĕ пирĕн районта та пуçланнине пĕлтерчĕ.
Кăçал çĕршыв кун-çулĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ датăсем сахал мар. Раççей патшалăхĕ йĕркеленнĕренпе 1150 çул, 1812 çулхи Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 200 çул çитет, Столыпин юбилейĕ пулать. Шăпах çак пулăмсем ĕнтĕ историксене 2012 çула Раççей историйĕн çулталăкĕ тесе сĕнме хистенĕ. Вĕсен сĕнĕвне кăрлачăн 9-мĕшĕнче Указ кăларса пурнăçа кĕртнĕ.
Тата тепĕр сăлтав çамрăксене, ял çыннисене культура çуртне пухăнма йыхравларĕ. Раççей студенчĕсен кунĕ ячĕпе, халăхра вăл Татьянăсен кунĕ тенипе сарăлнă, "Студент – 2012" конкурс ирттереççĕ. Унта пирĕн районта çуралса ÿснĕ, республикăн тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче аслă пĕлÿ илекен 13 хĕрпе каччă хутшăнчĕ. Чи малтанах конкурсантсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Конкурсăн иккĕмĕш пайĕнче Раççей историйĕнчи паллă пулăмсемпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç.
Чи интересли, паллах, виççĕмĕш задани пулчĕ. Унта кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ. Людмила Яковлева (Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕ), Ольга Семенова (Ухман), Алиса Иванова (Асхва), Ульяна Кадыкова (Шаккăл) ку чухнехи ташăсем ташларĕç. Анастасия Романова (Хучел), Юлия Чебукова (Сиккасси), Анна Партем (Шăхасан), Татьяна Кузнецова (Шелттем), Дмитрий Николаев (Янкăлч) чăваш, вырăс юррисене юрларĕç. Энтрияль хĕрĕ Любовь Петрова купăса тăсса халăхра анлă сарăлнă чăваш юррине юрласа ярсан залра ларакансем хавхаланнипе вăрахчен хыттăн алă çупрĕç. Мария Петрова (Уçырма) тата Светлана Тихонова (Пайкилт) студентсене халалланă шÿтлĕ сăвă вуласа пачĕç. Вăтапуç каччи Игорь Киселев ашшĕпе амăшне мĕнле юратни çинчен поэзи чĕлхипе каласа пачĕ.
Жюри чылай вăхăт канашланă хыççăн районăн 2012 çулхи чи лайăх студенчĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин факультетĕнче иккĕмĕш çул пĕлÿ илекен Ольга Семенова тесе йышăнчĕ. Ăна район администрацийĕн Хисеп хутне тата парне пачĕç. Ытти конкурсантсене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç. Шел, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пĕлтермерĕç, мĕнпе те пулин палăрнине кăтартма номинацисем те пулмарĕç.
Тăхтав вăхăтне Анна Сергеева паллă юрăç Анна Герман репертуарĕнчи, Денис Яковлев хитре кăна чăваш эстрада юррипе илемлетрĕç.
В.АЧЧА.