01 февраля 2012 г.
Хулапа район çыннисем Канашри Культура керменĕнче Раççей Геройĕпе, авиацин саппасри генерал-лейтенанчĕпе Н.Гавриловпа тĕл пулнă. Тĕл пулăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Александров, хула тата район пуçлăхĕсем В.Вишневскийпе И.Иванов, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов, хула тата район депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хулапа районăн хисеплĕ çыннисем, предприятисен, организацисен тата учрежденисен ертÿçисем пынă.
Тĕлпулу каçне хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников уçнă. Вăл Н.Гаврилова сăмах панă. Николай Федорович тăван тăрăха яланах ăшă кăмăл-туйăмпа килни çинчен пĕлтернĕ, хăй утса тухнă çар çулĕпе паллаштарнă, "Встреча двух генералов" видеофильм кăтартнă.
"Суйлавçăсем кăçалхи кампанипе питĕ интересленеççĕ, хăйсен шухăш-туйăмне уççăн палăртаççĕ, çывăх вăхăтрах татса памалли нумай çивĕч ыйту хускатаççĕ", – тенĕ пирĕн паттăр ентешĕмĕр Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне ирттересси пирки сăмах пуçарсан. Çавăн пекех вăл çамрăксем суйлав пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнланни, хăйсен умĕнче тăракан яваплăха чунĕпе туйни çинчен каланă.
Малалла Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н.Андреев, Чăваш Енĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В.Семенов, райпо председателĕ В.Павлов, райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, "Çĕр улмине мухтав!" агрофирмăн директорĕсен канашĕн президиумĕн председателĕ А.Капитонов, Шупашкарти "Желдорремтехника" фирма директорĕ Е. Григорьев, "Строитель" тулли мар яваплă пĕрлĕх гендиректорĕ, хула депутачĕ В.Фарбер тухса калаçнă. Вĕсем чăвашсем яланах хастарлăхпа, хăйсене йĕркеллĕ, тивĕçлĕ тытнипе, ĕçе юратнипе уйрăлса тăнине палăртнă. Суйлавпа çыхăннă мероприятисене те активлă хутшăнасса шанса тăнине пĕлтернĕ. Çак сăмахсемпех тĕл пулăва Раççей Геройĕ Н.Гаврилов вĕçленĕ, хăйне ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тунă.
А.ВИТАЛЬЕВ.