АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхемпеле чăваш пулатăп КОНКУРСĂН ТĔП ШУХĂШĔ ÇАПЛА ПУЛЧĔ

01 февраля 2012 г.

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай (чăн хушамачĕ Казанков) тăван литература анинче ырми-канми ĕçлесе тарăн йĕр хăварнă. Кăрлачăн 22-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен чăваш çук та пулĕ. Поэтăн сăпайлă та хавхалануллă, халăх ĕç-хĕлĕпе шухăш-туйăмне анлăн сăнлакан сăвви-юрри ялти, шкулти библиотекăсенче тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Чăваш поэзийĕнчи ĕçне пысăк хисепе хурса ăна икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, Чăваш АССР К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премине, çамрăксен Çеçпĕл Мишшин премине панă. Шупашкарти пĕр урампа культура керменĕ ун ячĕпе хисепленеççĕ, тĕп хула варринче Хусанкай палăкĕ инçетренех курăнать. Поэт пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Вăл çуралнă ял, Тутар Республикинчи Элкел районĕнчи Сиктĕрме, халĕ Хусанкай ятлă. Унăн сумлă ятне Чăваш АССР Ĕç мухтавĕпе паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Петĕр Хусанкай çуралнăранпа пĕр ĕмĕр те пилĕк çул çитнĕ ятпа Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче "Петĕр Хусанкай хайлавĕсене пăхмасăр калатпăр" ятпа районти шкулсенче вĕрентекенсем тата шкул çулне çитмен ачасен вĕренĕвĕн учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хушшинче конкурс иртрĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсен вĕрентекенĕсем 41-ĕн, ача сачĕсенче ĕçлекенсем 18-ăн хутшăнчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ К.Никоноров, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова саламларĕç, пултарулăх тупăшăвĕнче ăнăçу сунчĕç.

Пирĕн вĕрентекенсенчен нумайăшĕ артистсенчен пĕртте кая мар иккен: сăвă калама та, юрлама та, ташлама та пит ăста. Чылайăшĕ чăваш наци тумĕпе килнĕ. Сцена çинче пултарулăхне кăтартнă чухне слайдсемпе усă курчĕç, мини-спектакльсем лартса пачĕç. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Кашни конкурсант хăйĕн номерне чунне парса хатĕрленĕ, ăна яваплăх туйса пурнăçларĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче Сиккассинчи А.И.Миттов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти Е.Александрова çĕнтерчĕ. Елизавета Макаровна хăй суйласа илнĕ хайлава чăваш ташшипе вĕçлерĕ. Иккĕмĕш вырăна В.Иванова (Сухайкасси вăтам шкулĕ), виççĕмĕшне Т.Васильева (Катек) тата В.Григорьева (Вăтакас Татмăш) тивĕçрĕç. Ытти предметсене вĕрентекенсенчен малти виçĕ вырăна Сиккасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Р.Чебукова, Тури Юнтапари пуçламăш шкул-ача сачĕн педагогĕ Л.Филиппова, Ямаш шкулĕнче математика пĕлĕвĕ паракан В.Александрова йышăнчĕç.

Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Алексеева тата технологи урокĕсем ирттерекен Т.Елисеева хатĕрленĕ литературăпа музыка композицине ирттернĕ чухне залри халăх йăшăл тумасăр итлесе ларчĕ. "Тилли юррисем" ярăмри çаврăмсене вĕсем чуна тивмелле, чĕрене хускатмалла, ăста вуласа пачĕç. Хыттăн алă çупса тав турĕç вĕсене ĕçтешĕсем. Янкăлчри Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Петрова "Тăван çĕршыв" поэмăна чун хавалĕпе вуларĕ. Ăна хăйĕн воспитанникĕ, 6-мĕш класа çÿрекен Люда Русскова, пулăшрĕ. Виççĕмĕш вырăна Шуркасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем Э.Кирилловăпа Н.Григорьева йышăнчĕç.

Шкул çулне çитмен ачасен вĕренĕвĕн учрежденийĕнче ĕçлекенсем те конкурса хастар хутшăнчĕç. Чи пултаруллин ятне Вăрман Енĕшри "Теремок" ача сачĕн воспитателĕ Е.Алексеева çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Сиккассинчи Н. Шпаковăпа Уçырмари А.Васильева, виççĕмĕшĕнче – Аслă Мамири Л.Егоровăпа Ямашри Н.Крылова. Чакаçри ача сачĕн музыка ертÿçи И.Яковлева Хусанкай сăввисене питĕ килĕштерет. Конкурсра вăл мала тухрĕ. Уçырмари ача садĕнче вырăн таврашĕ тата садикра кирлĕ тумтире çăвакан машинăна ĕçлеттерекен В.Андреева иккĕмĕш, Вăтакас Кипечри ача сачĕн заведующийĕ С.Павлова виç-çĕмĕш пулчĕç.

Конкурсантсенчен ытларахăшĕ "Аптраман тавраш" сăвăлла роман, "Таня" поэмăн сыпăкĕсене вулама кăмăл турĕç. Пĕр хайлавах темиçен калани килĕшÿллех мар пек. Апла пулин те кашниех хăйне майлă интереслĕрех, итлекенĕн чĕри патне сасă вылявĕпе çывăхарах пыма тăрăшса каласа пани сисĕнчĕ. Совет Союзĕн Геройĕн Зоя Космодемьянскаян вилĕмĕ çинчен вуласа панине чĕрене ыраттармасăр, чуна йĕртмесĕр итлеме çук. Тури Юнтапа шкулĕн вĕрентекенĕ Л.Филиппова кашни çынна ачаран çывăх сыпăка каласа пĕтерсен зала пухăннисем ура çине тăрса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Конкурс пынă вăхăтрах республикăра тухса тăракан "Тантăш" хаçатăн тĕп редакторĕ В.Николаев, А.Герасимовăпа Р.Прокопьева журналистсем, А.Михайлов продюсер çамрăк корреспондентсемпе, хаçат ĕçне кăмăллакансемпе семинар тата мастер-класс ирттерчĕç. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кашни район "Тантăш" хăни пулса тăватă страница чухлĕ хаçатра сăмах "каламалла". Шкулсен, ачасен вĕренĕвĕпе тата пурнăçĕпе çыхăннă материалсене журналист пулма ĕмĕтленекенсен хăйсен хатĕрлемелле. Çулталăк вĕçĕнче хăш район маттуртарах пулнине палăртаççĕ.

Семинар вĕçĕнче çамрăк корреспондентсенчен "Тантăш" хаçат редакцийĕпе çыхăнса ĕçлеме пултарулăх ушкăнĕ йĕркелерĕç. Мастер-класа хутшăннисене асăнмалăх парне пачĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика