01 февраля 2012 г.
Ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерьте Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службинче тата ăна пăхăнакан учрежденисенче ĕçлекенсем хушшинче йĕлтĕрпе чупса ăмăрту ирттернĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Николаев, республикăри ветеринари службин ертÿçи Г.Яковлев хутшăннă, сăмах каланă.
Ăмăртăва республикăри хуласемпе районсен ветеринарĕсен 32 команди килнĕ. Эстафетăра (унта 3 арçын тата 2 хĕрарăм хутшăннă) Элĕк районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин команди финиша чи малтан çитнĕ. Иккĕмĕш вырăна Шăмăршă ветеринарĕсем, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи зонăри ветеринари лабораторийĕн ĕçченĕсем тухнă.
Кунсăр пуçне Чăваш Енри ветеринари службисене ертсе пыракан арçынсем хушшинче VIP чупав ирттернĕ. Çĕнтерÿçĕ – Красноармейски районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Э.Сорокин. Иккĕмĕш кăтарту – А.Шакинăн (Тăвай районĕ), виççĕмĕш – С.Ефремовăн (Шупашкар районĕ).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсем тата асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.