АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăрăн хăватăмăра хăюллă кăтартмалла

01 февраля 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура 2012 çулхи пысăк мероприятисен планне сÿтсе явнă.

Ытти çулти пекех вĕсем кăçал та сахал мар. Нарăсăн 21-мĕшĕнче Раççей Суту-илÿпе промышленноç палатинче Чăваш Республикин экономика, промышленноç тата инвестици хăвачĕн презентацийĕ пулать. Республикăн экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ тăрăх - асăннă мероприятие çулталăк пуçламăшĕнчех хатĕрленме тытăннă: пичет продукцийĕ ăсталанинчен пуçласа культура программи таранах. Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе хамăрăн инвестици хăвачĕн Раççей шайĕнчи презентацийĕ - тăван республикăна хушма инвестици кÿме май паракан ырă пулăм. Чи кирли - инвесторсем кăна шанчăклă пулччăр. "Хамăра пур енлĕн, мĕнпур хăватăмăра хăюллă кăтартмалла",- тенĕ Михаил Игнатьев.

Пирĕн республика тĕплĕ хатĕрленекен тепĕр мероприяти - Пĕтĕм Раççейри Пахалăх кунĕ. Унччен çĕршывăн тĕрлĕ хулинче ĕçленĕ çак форум Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе кăçал пуçласа Шупашкарта, чÿк уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче иртĕ.

Республикăн тĕп хулине паллă кинорежиссер, актер, сценарист тата политик Станислав Говорухин килĕ. Шупашкарта вăл виçĕ кун пулĕ.

Канашлура бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕн парăмĕ çинчен те калаçу пынă. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх - çак ыйту ытларах муниципалитет учрежденийĕсене пырса тивнĕ. Республика бюджетĕнчен вăхăтра укçа куçарнă пулин те вăл Красноармейски районĕнчи культура учрежденийĕсене, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи кашни ял тăрăхнех, Шупашкар районĕпе Çĕнĕ Шупашкарти хăш-пĕр учреждение çитмен. М.Игнатьев çак ыйтăва кĕске хушăрах татса пама, аванса тивĕçлĕ çĕре вăраха ямасăр çитерме хушнă. "Çапла хăтланма нимĕнле сăлтав та пулман, пĕтĕмпех вырăнти должноçри çынсем айăплă. Вĕсене пурне те явап тыттармалла, хăш-пĕр çĕрте - ĕçрен хăтармалла".

Канашлăва хутшăннисем республикăри аптекăсене эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерес, вĕсен хакне сăнаса тăрас ыйтăва тишкернĕ.

Ю.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика