27 января 2012 г.
Çулсеренех кăрлач-нарăс уйăхĕсенче (кăçал кăрлачăн 30-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 24-мĕшĕччен) республикăра "Снегоход" профилактика операцийĕ иртет. Унăн тĕллевĕ – çулпа çÿремен мотохатĕрсене (снегоходсене) эксплуатациленĕ чухне вĕсен юсавлăхне, куçăм хăрушсăрлăхне, ĕç тата тавралăх хăрушсăрлăхне тĕрĕслесси, çавăн пекех – регистраци йĕркине тата унпа усă курассине контрольлесси. Операци вăхăтĕнче хулапа районта снегоходсем миçе пулнине те шута илмелле.
Хальхи вăхăтра хулапа районта 7 снегохода шута илнĕ. Вĕсен хуçисен çакна пĕлмелле – снегоход та автомашина тата трактор пекех техника шутланать. Çавăнпа та çула тухас пулсан асăрхануллă пулмалла, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн пысăк инкек те сиксе тухма пултарать. Пĕр тĕслĕхе пăхса тухар-ха. Кăçал кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Муркаш районĕнче пурăнакан гражданин снегоходпа ярăнма тухнă. Çак мотохатĕр рулĕ умне ларма унăн ирĕк пулман, çитменнине, çăмăлттайскер, хăйĕн умне çичĕ çулхи хĕрачана лартнă. "Ямаха" снегоход пысăк хăвăртлăхпа çырмана кĕрсе ÿкнĕ. Малта ларса пыракан хĕрача пуçĕпе руль çине çапăннă, шалти органсене хытах сиенлетнĕ. Инкек тÿснĕскере Шупашкарти ача-пăча медицина центрĕн реанимаци уйрăмне вырнаçтарнă. Снегоход рулĕ умне ларма "А" категори палăртнă машинист-тракторист прави кирлĕ.
Ятарласа çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн çак мотохатĕре патшалăх техсăнавĕн органĕсенче палăртмалла. Канаш хулипе районĕнче пурăнакансем çакна районти инспекцинче туса ирттерме пултараççĕ. Çавăн пекех снегоходсене çулсеренех техтĕрĕслев витĕр кăлармалла.
А.ПЕТРОВ,
районти патшалăх техсăнавĕн пуçлăхĕ.