АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хваттерсене çаратаççĕ

27 января 2012 г.

РФ ШĔМĕн районти пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, районта хваттерсене çаратнă тĕслĕхсем йышланнă. Енчен те 2010 çулта вăрăсем 11 хваттерте хуçаланнă пулсан, пĕлтĕр вĕсем 24 кил-çурта "тасатса" тухнă. Вăрă-хурах ытларах чухне хуçисем вăхăтлăха килсе пурăнакан çуртсене суйласа илет. Ансат мелпе пуйма шутланисем алăк çинчи çăрасене ватса кĕреççĕ, укçа-тенкĕ, тĕрлĕрен аппаратура, электроинструмент тата тумтир илсе тухса каяççĕ.

Вăрăсенчен шар курас мар тесен мĕн тумалла-ха; Кил-çуртăра кĕске вăхăтлăха та пулин пĕччен пăрахса хăваратăр пулсан алăк çине çăра çакма ан ÿркенĕр. Енчен те килте чылай вăхăт хушши пулма май килмесен çуртăра тăванăрсене е кÿршĕсене пăхса тăма каласа хăварăр. Пÿрт уççине ют çынсене ан тыттарăр, вĕсене çухатас пулсан çăрасене çийĕнчех ылмаштарăр. Палламан çынсене кил-çурта ан кĕртĕр, усал шухăшлăскерсем хăш япала ăçта ларнине, алăк еплерех çăрасемпе питĕрĕннине пăхса юлма пултараççĕ. Çуртра çуллахи вăхăтра çеç пурăнатăр пулсан хаклă япаласене унта тимлĕхсĕр пăрахса ан хăварăр. Электричество приборĕсен (телевизор, компьютер, видео тата аудиоаппаратурăсен) сери номерĕсене çырса илĕр, çав хута уйрăм упрăр.

Сыхланакана Турă та сыхлать тесе ахальтен каламан-тăр. Çак сĕнÿ-канаша пăхăнса пырсан пурлăха вăрă-хурах çăмăллăнах "тасатса" тухса каяймĕ. Чи шанчăкли вара кил-çуртра сигнализаци вырнаçтарни тата ведомствăра тăман хурал органĕсемпе килĕшÿ туни.

Районăн шалти ĕçсен пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика